Шыва сикмелли
вырăн шырамалли
правилăсем
Малтан хăвăр пĕлекен вырăнта трамплин çинчен сикмелли пулнă пулсан, çак вырăна тепĕр хут тĕрĕслесе илме ан ÿркенĕр. Çакă сире ырă мар нумай япаларан упрĕ. Пĕр каç хушшинче юхăмпа путăк тунката е тĕрлĕ çÿп-çап илсе килме пултарнă. Пуçпа çĕр, тунката, свай çине тăрăнма, ĕнсе шăммисене хуçма, тăн çухатма, вилме пулать. Хулари юхан шывсенчи шыв тĕпĕн рельефĕ пĕрмай пĕр пек тăмасть. Ĕнерхи хăтлă пляж паян вилĕмле хăрушлăх кăтартма пултарать.
Кану валли хăйăрлă тĕплĕ, пĕчĕк тайлăклă вырăн суйлăр, вăйлă юхăмлă çырмасенчен асăрханăр. Хăш-пĕр чух юхан шыв тĕпĕ çăтакан хăйăрлă, çакă ишме пĕлмен çынсемшĕн хăрушă.
Шыва кĕме
хатĕрленесси
Ÿсĕр пуççăн шыва кĕмелле мар. Питĕ шăрăх чухне те шыва кĕме сĕнмеççĕ. Шыва кĕрес умĕн канса илмелле.
Пĕрремĕш медицина пулăшăвне парассин методикипе паллашмалла. Çак пĕлÿ камăн та пулин пурнăçне çăлса хăварма пултарать. Шыва кĕни сывă çынсене çеç усăллă, çавăнпа та шыва кĕме юранипе юраманни пирки малтан тухтăрпа канашламалла.
Выç хырăмла тата апат çинĕ хыççăн сехет-сехет çурă шыва кĕме юрамасть.
Шыва кĕмелли костюм çумне булавка чиксе хурăр – шыв хĕрринчен инçетре шăнăр туртса лартрĕ пулсан булавкăн йĕппи мышцăсене çирĕплетĕ.
Шыва кĕни
Пĕрремĕш хут шыва уяр, çилсĕр çанталăкра, сывлăш температури 20-23 градус ăшă, шывăн 17-19 градус чухне кĕмелле.
Шыва кĕмелли чи лайăх вăхăт – ирхине 8-10 сехетре, каçхине 17-19 сехетре.
Нихăçан та пĕччен шыва ан кĕрĕр, уйрăмах хăвăра шанмастăр пулсан, чăнкă çыран, йывăç, сăрт çинчен ан сикĕр.
Ачасене тимлĕ сыхлăр: вĕсем шывра темĕн те тăваççĕ. Ăшăх вырăнта вылянă чухне те сыхласа тăрăр, мĕншĕн тесен ачасем ÿксе шывпа чыхăнса кайма пултараççĕ.
Чрезвычайлă лару-тăрура хăвăра медицина пулăшăвĕ пани
Шăнăр туртса лартрĕ пулсан: ура хырăмĕнчен темиçе хут чĕпĕтсе илĕр. Çакă та пулăшмарĕ тĕк, урана пуç пÿрнинчен хытă кăна тытăр та хăвăрт кăна тÿрлетĕр.
Çыран хĕррине ишĕр.
Ишнĕ чух вăй пĕтнине туйрăр пулсан хăраса ан ÿкĕр. Çурăм çине çаврăнса каннă хыççăн çыран хĕрне ишсе кайма пулать.
Вăйлă юхăма лекрĕр пулсан ăна хирĕç ан ишĕр, сывлăша пÿлмесĕр юхăма май çыран хĕрне ишмелле.
Шыв авăрне лексен хăраса ÿкмелле мар. Нумайрах сывлăш сывласа илмелле. Шыва чăммалла, юхăма май ишмелле, кайран çиеле тухмалла.
Путма пуçларăр пулсан
Хăраса ан ÿкĕр.
Хăвăр çинчен кирлĕ мар япаласене, пушмаксене хывăр, пулăшу ыйтса кăшкăрăр.
Çурăм çине çаврăнăр, алăсене сарса пăрахăр, тарăннăн сывласа илĕр.
Шывпа чыхăнсан
Хăраса ан ÿкĕр, хума çурăмпа çаврăнăр.
Чавса патĕнчен хуçлатнă алăсене кăкăрăн аялти пайĕ патне хĕстерĕр, хăвăра алăсемпе пулăшса сывласа кăларăр.
Кайран сăмсана шывран тасатăр. Сывлав йĕркене кĕрсен хырăм çине выртса çыран хĕррине ишĕр.
Кирлĕ пулсан çынсене пулăшма чĕнĕр.
Путакан çынна пулăшу парасси
«Çын путать!» – тесе кăшкăрса пулăшма чĕнмелле.
«Васкавлă пулăшу» чĕнме ыйтăр. Путакан çынна пулăшнă чухне хăвăрт кăна йĕри-тавра ишмелли япала (кимĕ, шывра ишмелли велосипед, серфинг хăми, машина камери) пуррипе çуккине пăхса илмелле. Ун пеккисем çук пулсан мĕнле те пулин ишекен япала тупмалла – ачаран вĕрсе хăпартмалли тетте, мечĕк илме пулать, тепĕр май çавăрса хунă резина атта шыв çинче питĕ лайăх тăрать, пĕр-пĕрин ăшне чиксе хунă вĕрсе хăпартнă икĕ-виçĕ пакет илме пулать.