Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тыл ветеранĕ

05 июня 2013 г.

(Малалли. Пуçл. 51-52, 55-56, 60-63 номерсенче.)

Службăра 3 çул тăнă хыççăн, СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1951 çулхи августăн 7-мĕшĕнчи Указĕ- пе килĕшÿллĕн, вăтам пĕлÿллĕ çар служащийĕсене запасри офицерсен курсне янă. Службăра хăйне пур енĕпе те лайăх кăтартнă май пĕрремĕш статьяри старшинана В.Захарова та çак курссене вĕренме кайма направлени панă. Вĕренĕве вĕçлесе экзаменсем тытнă хыççăн курсантсене кĕçĕн техник лейтенант званийĕ панă. Офицер званийĕ илсен Вячеслав Кирилловича флотри кадрсен яланхи йышĕнче юлма, офицер должноçне йышăнма сĕннĕ. Анчах та вăл килĕшмен (çак йышăнăва халĕ те тĕрĕс тесе шутлать В.Захаров, мĕншĕн тесен 50-мĕш çулсен варринчен тытăнса çарти офицерсен йышне сисĕмлех чакарма пуçланă. Офицерсен кĕске сроклă курсĕсене пĕтернисем çак йыша чи малтан лекнĕ). Çапла вара, 1953 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче В.Захаров запасри кĕçĕн лейтенант званипе тăван яла – Анат Чаткаса таврăннă.

Район центрне çар тата парти учечĕсене тăма кайсан парти райкомĕнче Вячеслав Кирилловича районти культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме сĕннĕ. Вăл ки- лĕшнĕ. Çапла вара вăл служба хыççăн ĕç биографине малалла тăснă.

Культура ĕçне В.Захаров пысăк хастарлăхпа пуçăннă. Часах ăна ВЛКСМ райкомĕн членне суйланă. Паллах, ытларах çамрăксемпе ĕçлеме тивнĕ.

Çĕнĕ ĕçе хăвăрт хăнăхса пынă Вячеслав Кириллович. Вăл хор, драма кружокĕ, вокал ансамблĕсем йĕркеленĕ. Çамрăксем валли час-часах кану каçĕсем ирттернĕ. Ун чухне культура çуртĕнче купăспа патефонсăр пуçне нимĕнех те пулман. Дмитрий Попов киномеханик куллен илемлĕ фильм кăтарнă хыççăн алла хут купăс тытнă, çамрăксем валли вальс, ташă кĕввисем каланă. Ташланă хыççăн каччăсемпе хĕрсем хор, ансамбль, драма тата ытти кружоксен репетицийĕсене хутшăннă. Кинофильм пуçланас умĕн нумай чухне доклад е лекци вуланă.

Халĕ ку тĕлĕнмелле пек те туйăнать: 60 çул каялла культура çуртĕнче электричество пулман – каçсерен краççын çутипе усă курнă.

Киноаппаратурăна пĕчĕк двигательпе ĕçлеттернĕ. Культура учрежденине хĕлле каланккасем хутса ăшăтнă.

Çур аки тата вырма тапхăрĕсенче концерт программисем хатĕрлесе районти колхозсене грузсем турттаракан автомашинăсем çине ларса тухса кайнă. Хĕллехи вăхăтра кузов çине улăм сарса ял-ял тăрăх спектакльсемпе çÿренĕ.

Районти парти, комсомол, профсоюз, учительсен конференцийĕсем, колхозниксен, комсомолецсемпе пионерсен слечĕсене, концертсемпе спектакльсем ирттернĕ чухне киномеханикпа калаçса татăлса культура çурчĕн залне двигатель вăйĕпе çутатнă.

В.Захаров тăрăшнипе «культура вучахĕн» хĕрÿлĕхĕ сисĕмлех лайăхланнă. Директор должноçĕнче Вячеслав Кириллович ертÿçĕ опытне илнĕ.

Ĕçленĕ май, запасри офицер малашнехи пурнăçа йĕркелесси, çемье çавăрасси пирки те шутланă. Вăл хĕрарăмсен ансамблĕнче тата пĕччен юрлакан солисткăна – илемлĕ сăн-питлĕ хĕре ĕçе вырнаçсанах куç хывса хунă. Зоя вырăс композиторĕсен юррисене кăмăла каймалла шăрантарнă, килĕшÿллĕ ташланă. Хитре хĕр районти çар комиссариатĕнче секретарь-машинисткăра ĕçленĕ. Тĕрлĕ мероприятисене пĕрле çÿренĕ май, Вячеслав Зойăпа çывăхарах паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен каччăпа хĕр каçсерен пĕрле уçăлса çÿреме пуçланă.

Пĕррехинче, килне ăсатнă чухне, 24-ри çÿллĕ те яштака йĕкĕт 19-ти илемлĕ сăн питлĕ хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хĕр хирĕçлемен. 1954 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче вĕсем ЗАГС уйрăмĕнче пĕр çемьене пĕрлешни пирки Свидетельство çыртарса илнĕ, майăн 9-мĕшĕнче Анат Чаткасра чаплă туй туса ирттернĕ.

Çамрăк çемье Зойăн амăшĕ – Пелагея Михайловна патĕнче пурăннă. Çак çулах, декабрĕн 1-мĕшĕнче, туслă çемьене пысăк савăнăç кÿрсе, хĕр пĕрчи – Татьяна – çуралнă.

Иртнĕ ĕмĕрти 50-мĕш çулсенчи ĕç укçи пирки вуласа пĕлме интереслĕ пулĕ. Вячеслав уйăхсерен 550 тенкĕ, Зоя 360 тенкĕ илнĕ. Вăл тапхăрта 1 килограмм какай е услам çу 40-50 тенкĕ, 1 пăт çăнăх 105-110 тенкĕ, пĕр буханка çăкăр 3 тенкĕ тăнă.

1955 çулхи январьте ДОСААФ организацийĕн районти конференцийĕнче запасри офицера В.Захарова ДОСААФ райкомĕн председательне суйланă. Çак яваплă ĕçре те Вячеслав Кириллович пысăк хастарлăх, пуçарулăх кăтартнă. Çамрăксене службăна тăма хатĕ-рлесси çак комитетăн тĕп тĕллевĕ пулнă. Ку организаци ДОСААФăн республикăри комитечĕн председательне П.Трофимов полковника пăхăнса тăнă.

Е.СЕТРИВАНОВ.

(Малалли пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика