Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васкăр! Васкăр! Васкăр!

05 июня 2013 г.

Ака вĕçленсен ĕлĕк-ренпех Акатуй ирттернĕ. Çак ырă йăла халĕ те пур. Çынсем уявра савăнаççĕ, ăмăртура кĕрешÿ йĕркелеççĕ, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашаççĕ, суту-илÿ тăваççĕ. Темĕн те курса тĕлĕнме пулать Акатуйра.

Эпир те, хаçат ĕçĕнче вăй хуракансем, кашни çулах çак чаплă уява çитме васкатпăр. Çĕр ĕçченĕсене, паттăрĕсене сумлă парнесемпе сумланине, вĕсен сăнĕсене хаçатăн номерĕсенче пичетлесе вулакансене паллаштарасси пирĕн тĕп тĕллев. Кăçал вара, хаклă вулаканăмăрсем, эсир пирĕнпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма, ыйтусемпе канашсем пама пултаратăр. Иртнĕ çулсенче тухнă хаçатсенчен пĕчĕк курав та хатĕрлеме палăртнă. Тен, унта шăпах хăвăр çинчен çырнă материала та вулама тÿр килĕ. Çĕнĕлĕх те хатĕрлетпĕр. Эпир Акатуйра уйрăм палаткăра «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата çырăнтаратпăр. Хаçат çырăнаканĕсене, хаçатăн çитес номерĕсенче пичетлĕпĕр. Чи пĕрремĕш çырăнакана (çăмăл алăран) палăртмасăр хăвармăпăр. Хаçат ĕçченĕсемпе сăн ÿкерĕнме те пултаратăр, сăн ÿкерчĕке сире диск çине тÿрех çыртарса парса яратпăр.

Аса илтеретпĕр, хаçатăн çырăнтару хакĕ – 212 тенкĕ те 10 пус. Атьăр-ха çак пуçарăва пурте хастаррăн хутшăнар. Эсĕ хаçат çырăнтăн пулсан кÿршÿ- не, тăванна, тус-юлташна çырăнтару пирки аса илтер. Е пĕр-пĕр уяв ячĕпе (çуралнă кун, юбилей) ху çырăнса пар.

Хаклă хаçат вулаканĕсем, çак хыпара вуласа пĕлтĕн пулсан ыттисене те пĕлтер. Никам та хĕрринче манăçса ан юлтăр. Сире пурне те эпир вăрманта хамăр патра хăнара курма хавас. Пирĕнпе курнăçма васкăр, пирĕн тĕлтен пăрăнса ан иртĕр.

РЕДАКЦИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика