Юлашки çулсенче вăрăм тунасем иртерех, май уйăхĕ-нчех, курăнма пуçлаççĕ. Çак пулăм çĕр чăмăрĕн çут çанталăкĕ ылмашнинчен те нумай килет.
Ытларах вăрăм тунасем нÿрĕк вырăнта ĕрчеççĕ: шыв хĕрринче, путвалта, вăрманти шурлăхра... Анчах та юлашки вăхăтра вăрăм тунасене пур çĕрте те курма пулать.
"Вăрăм туна пĕрре юн ĕмсе илет те вилет" текен сăмах тĕрĕс мар, вĕсем 2-3 эрне пурăнаççĕ. Вĕсенчен сыхланмалли канашсем:
– яланах çутă та вăрăм çанăллă тум тăхăнма тăрăшăр;
– яланах В1 витамин ĕçмелле, чеснок çимелле;
– перметринпа усă курма тăрăшмалла (ÿт çине сĕрме юрамасть, тум çине кăна сĕрмелле);
– ÿте эфир çăвĕсемпе (эвкалипт, анис, кушак курăкĕ (валериана), уртăш (можжевельник) сĕрмелле, е мамăка йĕпетсе чÿрече сакки çине хумалла;
– чÿрече сакки çине помидор тĕмми лартса хурсан вăрăм тунасем пÿрте кĕмеççĕ;
– шурут тымарне (пырей) 1,5 литр шыв çине ярса виçĕ хутчен вĕретмелле. Сарă шĕвекпе, урама тухиччен, алăсемпе пите çумалла.
Енчен те вăрăм туна сире çыртма ĕлкĕрчĕ, çыртнă вырăнĕ хĕрелсе те кайрĕ пулсан тÿрех ăна:
– хыçмалла мар, мĕншĕн тесен çак вырăн шыçса кайма пултарать;
– аллергинчен им çам ĕçмелле;
– сăхнă вырăна аллергине хирĕç кĕрешекен крем сĕрмелле.