Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулăш сĕвемĕ

05 июня 2013 г.

Кулăш сĕвемĕ

Сидоровсем патне тăванĕ хăнана килет.

– Симочка, – алăкран кĕнĕ-кĕмен калаçтарать вăл пиллĕкри хĕр ачана. – Аçупа аннÿ мĕнлерех пурăнаççĕ-ха;

– Вĕсен куçĕсем начар кураççĕ.

– Мĕншĕн çапла шутлатăн эсĕ; – тет инкĕшĕ.

– Эсĕ пирĕн пата хăнана килесси пирки телефонпа шăнкăравласан атте: «Куçăмпа курмăттăм эпĕ çак йăлăхтармăш хĕрарăма», – терĕ. «Манăн та ăна курас килмест», – хушса хучĕ анне.

 

Çул-йĕр инспекторĕ автомашинăна чарать.

– Эсир ÿсĕр! – тет вăл водителе.

– Мĕскер эсир, эпĕ урă! – хирĕçлет лешĕ.

– Атьăр-ха, вĕрĕр, – водитель тути умне трубка илсе пырать инспектор.

Водитель вĕрнĕ хыççăн полици сотрудникĕ трубкăна тĕплĕн тĕрĕслет.

– Тĕлĕнмелле... Тепĕр хут вĕрĕр-ха! – хушать вăл водителе.

Прибор каллех нимĕн те кăтартмасть.

– Прибор çĕмĕрĕлнĕ пулинех, – мăкăртатать инспектор.

Инспектор хăй вĕрсе пăхать.

– Ĕçлет иккен...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика