Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш Енре – «ăслă-тăнлă ертÿçĕсем»

11 июня 2013 г.

«Чăваш Енре – «ăслă-тăнлă ертÿçĕсем»

РФ ПрезиденчĔн Атăлçи федераллă окру- гĕнчи полномоченнăй представителĕ Михаил Бабич Çĕнĕ Шупашкарти «Сан ИнБев» сăра заводне хупнипе пулса тăнă лару-тăрăва ăнлантарса панă тата Чăваш Республикин ертÿçисен ĕçне хак панă. Бабич çакна палăртнă: «компание кирек мĕнле майпа та тытса чарасси» – «пирĕн çул-йĕр мар», Чăваш Енре вара – «ăслă-тăнлă ертÿçĕсем, вĕсем шутлама пĕлеççĕ, регион аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ». REGNUM ИА корреспонденчĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак шухăша полпред июнĕн 4-мĕшĕнче Чулхулара иртнĕ пресс-конференцире каланă.

Унта округăн массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем пухăннă.

Атăлçи изданийĕн журналисчĕн Чăваш Ен влаçĕсем регион бюджетне, вăл «тĕпрен илсен» федерацирен килекен укçа-тенкĕ шучĕпе унсăрăнах йĕркеленет, нумай миллионлă налуксем паракан сăра завочĕн производствине субсидисем пама хирĕç пулни çинчен ыйтсан, РФ Атăлçи федераллă округĕнчи полномоченнăй представителĕ çапла хуравланă: «Объектлă реалисем çакăн пек: Чăваш Ен – паллах, хăйне хăй тивĕçтерме пултарайман регион, анчах федераци пулăшăвĕ чăннипех чакса пырать, хăйсен налук бази вара ÿсет. Ку пĕрремĕшĕ».

Ыйтăвăн иккĕмĕш пайĕ çине хуравланă май, полпред çакна палăртнă: вăл экономика лару-тăрăвĕ еплерех пулнине йăлтах пĕлмест, анчах «сăра компанине кирек мĕнле майпа тытса чарасси – пирĕн çул-йĕр мар». «Пур çĕрте те экономика логики, тĕрĕс шухăш пулмалла», – тенĕ Михаил Бабич. «Çакна калама пултаратăп: Чăваш Енре – «ăслă-тăнлă ертÿçĕсем, вĕсем шутлама пĕлеççĕ, регион аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ», – тенĕ малалла Атăлçи полпречĕ. – Вăл енчен те вырăнти влаçсем çак йышăнăва тунă пулсан, вăл «ырлăхшăн» тенĕ.

Çакна палăртмалла: июнĕн 4-мĕшĕнче прессăра сăра тăвакан «Сан ИнБев» компани Çĕнĕ Шупашкарта хăйĕн производствине хупни çинчен пĕлтернĕ. «Сăлтавĕ – çĕр-шыври сăра тăвакан отрасль çине саккунсен чикĕ-левне тата хысна тиевне вăйлатни», – пĕлтернĕ «Чăваш Ен» ГТРК.

Çакна аса илтеретпĕр: енчен те Чăваш Енре унăн продукцине субсидилеме хирĕç пулсан, компани хăйĕн производствине хупса лартма шантарнă. Çакăн пирки «Коммерсант» пĕлтернĕ. Ун чухне регионти влаçсем çакна палăртнă: субсидисем пама килĕшни ытти производительсене «çакăн йышши преференцисене ыйтма право» парĕ.

Çакă пĕлтерĕшлĕ: июнĕн 4-мĕшĕнче «Коммерсант» çакна пĕлтернĕ: Аркадий Дворкович вице-премьер хушăвĕпе вырăнти влаçсен эрех-сăра туса кăларакансене субсидисем памалли майсене туртса илекен сĕнÿ-сем туса хатĕрленĕ. «Субсидисем Раççейре тĕрлĕрен регионсенче темиçе завод тытакан эрех-сăра компанийĕ-семшĕн вырăнти влаç çине витĕм кÿмелли хатĕр пулса тăнă. Акă, тĕслĕхрен, сăра туса кăларакан тĕнчери лидер А-В InBev Чăваш Ен правительствине субсидисем памасан республикăри хăйĕн заводне хупассипе хăратнă», – тенĕ публикацире.

Çакна палăртмалла: Чăваш Ен влаçĕсем лару-тăру начар аталанма пултарассине хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕччĕ. REGNUM ИА пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев харпăрлăхçă Çĕнĕ Шупашкарти «Сан ИнБев» сăра заводне хупасси çинчен йышăну тусан начар сценарие хатĕр пулмалли çинчен апрельтех палăртнă. Республика Пуçлăхĕ ĕçпе тивĕçтерекен службăна тата Çĕнĕ Шупашкар администрацине завод ĕçлеме чарăнсан предприяти сотрудникĕсене ĕçпе тивĕçтермелли тата вĕрентмелли вариантсене пăхса тухма хушнă тата сĕннĕ.

Май çурринче Чăваш Ен правительствин Председателĕ Иван Моторин журналистсемпе иртнĕ тĕл пулура çакна пĕлтернĕ: икĕ çул каялла сăра компанийĕ Раççейре производствăна оптимизацилес енĕпе йышăнусем тунă. «Вĕсем çак ыйтăва пире çеç мар панă», – тенĕ премьер, уйрăммăн илсен, Курск облаçĕнчи завода хупни çинчен аса илтернĕ. Чăваш Ен премьерĕн даннăйĕ- сем тăрăх, сăра компанийĕн Раççейри хăвачĕсем сăрана чăннипе туса кăларнипе танлаштарсан икĕ хут ытларах. «Пирĕн производство çак лару-тăрăва вăл Раççей Федерацийĕнче ĕçлекен заводсенчен чи пĕчĕкки пулнипе лекрĕ. Республика хăйĕн шухăшне тĕрлĕрен инстанцисенче хÿтĕлеме тăрăшать. Хамăрăн завода хÿтĕлесе çакна калама пултаратăп: вăл хăш-пĕр кăтартусем тăрăх Раççейре те, Европăра та чи лайăххи, çавăнпа кунта продукци пысăк пахалăха тивĕçтерменни çинчен калаçу пымасть. Кунта экономика аталанăвĕн хăйĕн модельне йышăнтарни», – тенĕ премьер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика