Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тыл ветеранĕ

11 июня 2013 г.

(Малалли. Пуçл. 51-52, 55-56, 60-64 номерсенче.)

Вячеслав Кириллович халăхăн граждăнла оборона ĕç-хĕлне, призывниксен вĕренĕвне, çар-прикладной спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе пынă.

1955 çулхи ĕç итогĕсем тăрăх ДОСААФ райкомне республикăран ИЖ-49 мотоцикл парса чысланă.

Партин районти комитечĕ Председателĕн пултарулăхне асăрхаса В.Захарова райком инструкторĕ пулма çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне, унта Т.К.Клементьев, Н.В.Корчагин тата Л.В.Еливанов инструкторта ĕçленĕ. Вячеслав Кириллович «Красная Звезда», «Кзыл-юл», «Искра», «Слава», Сталин, Жданов, Горький ячĕсемпе хисепленекен колхозсен ĕç-хĕлĕшĕн яваплă пулнă.

Инструкторсен çирĕплетнĕ техника пулман. Ялсенчи парти, совет, хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ чухне вĕсем вырăна çуранах е ăнсăртран тĕл пулнă транспортпа çитнĕ.

Çĕнĕ ĕçре В.Захаров çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă, райком секретарĕсем хушнине вăхăтра пурнăçланă.

1959 çулта пирĕн çĕр-шывра колхозсене пĕрлештерсе пысăклатас юхăм пуçланнă.

Пирĕн районти Сталин, Горький ячĕсемпе хисепленекен тата «Слава» колхозсенче пухусем иртнĕ. Вĕсенче колхозниксем пĕр пысăк хуçалăха пĕрлешес кăмăл пуррине пĕлтернĕ.

Пĕррехинче В.Захаров парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.Е.Васильев патне кĕнĕ, хăйне черетлĕ отпуска яма ыйтнă. Анчах та район пуçлăхĕ ăна колхозниксем пĕрлештернĕ хуçалăх председателĕ пулма Вячеслав Кирилловича шанни пирки каланă. «Кун пирки тарăннăн шутла», – тенĕ А.Е.Васильев. Пĕр-икĕ эрне кансанах ĕçе тухма ыйтнă вăл.

Палăртнă кун ĕçе тухсан пĕрремĕш секретарь ăна колхозра пуху пуçлани, унта Вячеслав Кирилловича кĕтни пирки пĕлтернĕ. «Эпĕ тăван ялтан 1948 çултах кайнă пулнă, Анат Чаткаса каялла таврăнасси пирки пĕрре те шутламан, – çырнă аса илÿ тетрадĕнче В.Захаров. – Мана А.Е.Васильев колхоз председателĕнче ĕçлеме сĕнсен эпĕ хирĕçлерĕм, вăтăрта кăна пулнă май, çакнашкал пысăк должноçра ĕçлеме иртереххине асăнтăм. «Ял-йыш ыйтăвне пирĕн тивĕçтермеллех», – çирĕппĕн каласа хучĕ вăл. Кун хыççăн килĕшмех тиврĕ...»

«Победа» колхоз – унта 3 хуçалăх пĕрлешнĕ – ĕçченĕсем пухура пĕр сасăллăн пулса В.Захарова председателе суйланă. Ку вăл 1959 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче пулнă.

Пĕрремĕш кунсенчен тытăнсах çамрăк ертÿçĕ колхозра çирĕп дисциплина тăвассишĕн, унăн пурлăхне упрассишĕн çине тăрса ĕçлеме тытăннă. Йĕркесĕрлĕхе асăрхасанах председатель тÿрех мерăсем йышăннă, айăпа кĕнĕ çынна кабинета чĕнтерсе çирĕп асăрхаттарнă. Нимле ыйтупа та милицие евитлемен. Ерипен халăх шанăçне кĕрсе пынă çамрăк председатель, вăл ял çыннисен пурнăçне лайăхлатасса шанма тытăннă.

В.Захаров питĕ юхăннă хуçалăха йышăннă. 1959 çулта гектар пуçне пурĕ те 5-шер центнер кăна тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ. Кĕлетсем нушапа пĕрех пулнă. Выльăх çимине çителĕксĕр хатĕрленĕ. Парăмсем нумай пулнă май колхоз счечĕсене патшалăх банкĕнче хупнă (1958 çулта машинăпа трактор станцийĕсене пĕтернĕ, техникăна колхозсене кайран тÿлесе татмалла валеçсе панă). Экономика тĕлĕшĕнчен юхăннă колхоз хăйĕн ĕçченĕсене укçа тÿлеймен, тырăпа утă-улăм та парайман. Çавна май колхозниксем хуçалăхра питех ĕçлесшĕн пулман – чылайăшĕ хулана, промышленноç центрĕсене ĕçлеме туха-туха кайнă.

Административлă йышăнусем пысăк усă памасса туйса председатель «Победа» колхозăн экономикине çĕклеме, тăрăшуллă колхозниксене ĕç кунĕсем тăрăх тивĕçлипе тÿлеме тĕллев лартнă. Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн Вячеслав Кириллович вăхăтне те, вăй-халне те шеллемен (ун умĕнхи председатель колхозшăн питех тăрăшман).

Малтанхи çур çулшăн В.Захарова хăйне те пĕр пус укçа та тÿлемен. Райкомăн пĕрремĕш секретарĕ лару-тăрăва ăнланса, ăна инструкторăн 3 уйăхри окладне (2700 тенкĕ) тÿлени çамрăк çемьешĕн сисĕмлĕ пулăшу пулнă.

Çур аки умĕн колхоз пухăвне ирттернĕ. Малашнехи тĕллевсене палăртнипе пĕрлех унта колхоз председательне уйăхсерен 140 тенкĕ тÿ- лесе тăма, 80 ĕç кунĕ тăрăх шайласа тырă, утă-улăм пама йышăнса хăварнă.

Çуркунне тĕлне колхозра выльăх-чĕрлĕхе çитерме пĕр лав та утă-улăм юлман. Çав çулсенче витесен, кĕлетсен, йĕтемсен тăррисене улăмпа витнĕ пулнă. Выльăхсем хуть хăш кун та йышлăн вилме пуçласса ăнланса çамрăк председатель вĕсен çивиттийĕсене антарса, улăма пĕтĕмпех выльăхсене çитернĕ. Ку, паллах, вĕсене вилĕ-мрен хăтарса хăварма май панă.

1961 çулта пулса иртнĕ укçа реформисем хыççăн патшалăх аш-какая 1 тенкĕ те 50 пуспа, 1 литр сĕте 7 пуспа, 1 килограмм тырра 4 пуспа йышăннă. Çакнашкал йÿнĕ хаксемпе ял хуçалăх производствине малалла аталантарма çăмăлах пулман. Колхозниксен ĕç-хĕлне бригадирсем ĕç кунĕсем çырса палăртса пынă. Пухăннă ĕç кунĕ-сем тăрăх мĕн чухлĕ тырă, утă-улăм валеçесси пирки никам та калама пултарайман.

Вячеслав Кириллович çакнашкал çул-йĕр колхозниксене ĕç хавхаланăвне кÿменнине лайăх ăнланнă. Вăтăрти председатель колхоз правленийĕнче çак ыйтăва çирĕппĕн лартнă, ĕçшĕн хавхалантармалли мерăсене палăртнă. Çапла вара, механизаторсене пĕр ĕç кунĕшĕн – 3 килограмм тырă, 70 пус укçа, ферма ĕçченĕсене – 2 килограмм тырă, 40 пус укçа, штатри специалистсене, бригадирсене – 100 тенкĕ укçа тата 45 ĕç кунĕ çырса тÿлеме йышăннă. Ахаль колхозниксене хавхалантарас тесе, кунсăр пуçне утă-улăм, çĕр улмипе чĕкĕнтĕр те валеçнĕ. Кун валли хуçалăхри вăл е ку тухăçăн 20 процентне уйăрнă.

Çĕнĕ йĕркепе тÿлеме тытăннă хыççăн колхозниксем, специалистсем пысăк хавхаланупа ĕçлеме пуçланă. Пĕрлех ĕç дисциплини те, колхоз производстви те çирĕпленнĕ.

Кÿршĕллĕ Жданов ячĕллĕ колхоз вара юхăнса пынă. Районти партипе совет органĕсем çак хуçалăха «Победа» колхозпа пĕрлештерме палăртнă. Çак тĕллевпе колхозниксен пухăвне пуçтарнă. Мероприятие парти райкомĕн секретарĕ Елизавета Михайловна Соргина та килнĕ. Анчах та «Победа» колхозри коммунистсем юхăнса кайнă хуçалăхпа пĕрлешме килĕшмен. Тепĕр пухăва райисполком председателĕ Г.И.Савинов çитнĕ. Вăл В.Захаровпа тĕл пулсан, Жданов ячĕллĕ колхозпа пĕрлешме хирĕç мар тесе çирĕ-плетме ыйтнă. Вячеслав Кирилловичăн килĕшмех тивнĕ. Пухура колхозниксем, председательпе пĕр шухăшлăн пулса, Жданов ячĕллĕ колхоза пĕрлештерме йышăнса хăварнă (çак хуçалăхра 1961 çулхи çур акине япăх хатĕрленнĕ).

Çĕр лаптăкĕ енĕпе илсен «Победа» хуçалăхра чи пысăкки шутланнă. 4 пĕрлештернĕ хуçалăха ертсе пыма çăмăлах пулман çамрăк председателе. Икĕ çул хушши Вячеслав Кириллович кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Колхоз производствине çирĕплетес тесе вăл хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă.

Тăрăшни сая кайман: пысăк колхоз икĕ çултан районта лайăх кăтартусемпе палăрма пуçланă.

1962 çулта Шăмăршă районне Патăрьелпе пĕрлештерсен колхоза ертсе пыма йывăртарах пулнă. Хуть мĕнле ыйтупа та лаша кÿлсе Патăрьелне çÿреме тивнĕ.

(Малалли пулать.)

 

 

Е.СЕТРИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика