Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем – пирĕн пуласлăх

08 июня 2013 г.

Çамрăксем – пирĕн пуласлăх

Июнĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çамрăксен регионсен хушшинчи «МолГород-2013» V вĕренÿ форумне çитсе курнă. Вăл Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче иртет, унта республикăри район-хуларан 1,5 пин çамрăк пухăннă, çавăн пекех Азербайджанран, Молдовăран, Беларуçрен хăнасем килнĕ.

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа саламланă май Михаил Игнатьев Чăваш Енре çамрăксене пулăшасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри пулнине палăртнă. «Влаç тĕллевĕ – сире пурнăçра хăвăрăн вырăна тупма, професси, пултарулăх енĕпе ÿс- мешкĕн пулăшасси», – тенĕ вăл. Çамрăксене патшалăх енчен пулăшнин ăнăçлă тĕслĕхĕсене асăннă. Çав шутра – республика Пуçлăхĕн стипендийĕ-сем, Çамрăксен патшалăх премийĕсем, çамрăксен кадрсен резервне тата Çамрăксен парламентне йĕркелени... Юлашки çулсенче патшалăхăн граждансен службинче тăрăшакансен хушшинче те çамрăк йышлă: виççĕмĕш пайĕ – 30 çул тултарманнисем.

«МолГород-2013» форум – çулленхи лагерь. Çамрăксем пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ кунта пухăнса палаткăсенче пурăнаççĕ, аталану программисемпе проекчĕсен никĕсне хываççĕ. Кăçалхи форум июнĕн 9-мĕшĕччен ĕçлет. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕ, Россотрудничество, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата Шупашкар хулин администрацийĕ пулăшнипе республикăри çамрăксен «Çамрăксен социаллă технологийĕ-сем» общество организацийĕ йĕркеленĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика