2013 Çулта район Акатуйне – ĕçпе юрă тата спорт уявне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен оргкомитет кăçал ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
«Чи лайăх ял тăрăхĕ» номинацире Анат Чаткас ял тăрăхĕ – пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ – иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.
«Чи лайăх ял» номинацире Пуянкасси ялĕ – пĕрремĕш, Канаш паççулкки – иккĕмĕш, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ виççĕмĕш вырăна тухнă.
Шăмăршăри Космовский, Кивĕ Чукалти Советская, Энтĕ-рьелĕнчи Лесная урамсем «Чи лайăх урам» номинацире çĕнтернĕ.
Асăннă номинацисенче палăрнă ял тăрăхĕсене, ялсене, урамсене Акатуйра чыслаççĕ.
Ача çуралать – ашшĕ-амăшĕ савăнать
Май уйăхĕнче районта 16 ача (9 хĕр ачапа 7 арçын ача) çуралнă. Çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнисем – 27-ĕн, вĕсенчен 12 хĕрарăмпа 15 арçын.
Мендельсон маршĕ 4 хутчен янăранă, 3 çемье вара арканнă.
Арçынсен кун-çулĕ – 64, хĕрарăмсен 75 çулпа танлашать.
Е.ФЕДОРОВА,
райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи.