Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхе тăрăх палăртатпăр

08 июня 2013 г.

Чĕлхе тăрăх палăртатпăр

Чĕлхе тăрăх чылай чире палăртма пулать. Паллах, тĕрĕс диагноз лартасси специалист ĕçĕ-ха. Анчах хамăрăн та тимлĕ пулмалла.

Хулăн сий

Шăнса пăсăлсан, гастрит, холецистит, ытти чир пулсан чĕлхе хулăн сийпе витĕнет. Чĕлхене ир-каç тасатмасан ку сывă чухне те тĕл пулать-ха. Пĕлетĕр-и, кариеспа шăл тунисен шыççине пуçаракан бактерисен 95 проценчĕ шăпах чĕлхе çинче пурăнать. Вĕсем кунта хăйсене питĕ лайăх туяççĕ, хăвăрт ĕрчеççĕ.

Мĕн тумалла; Шăл тасатнă чухне щеткăпа чĕлхе çине пухăннă сие те хырса илмелле. Ир-каç пĕрер минут тасатни организма пĕр сехетлĕх массажран та пахарах витĕм кÿрет. Чĕлхе çийĕ вар-хырăм тытăмĕн органĕсемпе тата чĕрепе çыхăнура тăрать. Çак орган çинчи бактерисен сийне тасатни хырăмлăх, пыршăлăх, пĕвер, сула ĕçне лайăхлатма, чĕре чирĕсенчен хÿтĕ-ленме пулăшать.

Çăвартан шăршă кĕрет

Чылайăшĕ ку вар-хырăм чирĕ-семпе тата сухан, ыхра, хăйне евĕр шăршăллă ытти çимĕç çинипе çыхăннă тесе шухăшлать. Анчах вар-хырăм чирĕпе кашниех аптрамасть, вăхăт-вăхăтпа çăвартан ырă мар шăршă кĕресси вара пурин те пулма пултарать. Кунта чĕлхе çинче пухăнакан хăш-пĕр бактери айăплă. Микробсем кÿкĕрт водорочĕ, шăршăллă ытти япала туса кăлараççĕ. Çăвара уçăлтарас тесен ăна бактерисен сийĕнчен тасатмаллине ан манăр.

Мĕн тумалла; Алă айĕнче шăл щетки çук пулсан чĕлхене таса сăмса тутрипе сăтăрса илме те юрать.

Чĕлхе вĕçĕ е тымарĕ ыратать

Чĕпĕтет е урăх мĕн те пулин канăçсăрлантарать. Ку апат çинипе çыхăнман, каç енне вăйланать пулсан çапла майпа вар-хырăм чирĕсем, авитаминоз, шăл пломбипе протез материалне, чăмлака аллерги пурри, гинекологи патологийĕ, невралги, эндокринологи чирĕ палăрма пултараççĕ.

Мĕн тумалла; Комплекслă медицина тĕрĕслевĕ ирттермелле.

Чĕлхе айккинче – шăл йĕрĕсем

Шыçни (ыратни, хĕрелни, сий, шатра-кĕсен) çук пулсан апата тăвар нумай яратăр пулĕ, çавăнпа чĕлхе тăртанать. Çак пулăмăн тепĕр сăлтавĕ – йод çитменлĕхĕ, ку сивĕ тапхăрта уйрăмах çивĕч палăрать. Тăртаннă чĕлхе – щит евĕрлĕ пар ĕçĕ вăйсăрланнин (гипотериоз) палли. Тулли хăватпа ĕçлеме ăна йод кирлĕ.

Мĕн тумалла; Йодлă биохутăшсем ĕçмелле, тинĕс купăсти, креветка, устрица, краб, скумбри, тунец, ытти тинĕс çимĕçĕ çимелле.

Картта ÿкернĕ пек

Чĕлхе çийĕ тĕнче карттине ÿк- ерсе кăтартнăн курăнать. Ку – чĕлхе шыççин (эксфолиативлă глоссит) палли. Чĕлхе çийĕ вырăн-вырăнпа сийленет, айккисене хĕрлĕ пăнчăсем тухаççĕ. 2-3 кунран эпители сийĕ тÿрленет, анчах çак амак тепĕр тĕле куçать. Çынна ку канăçсăрлантармасть, хăш чухне кăна апатланнă май кăшт ыратса илет. Çапах та глоссита асăрхасанах тухтăрпа канашламалла. Вăл шĕвĕрĕлчен ернине е вăрттăн иртекен гастрит, язва чирĕ, колит, ват çулĕсен дискинезийĕ, ытти амак пуррине систерме пултарать.

Мĕн тумалла; Гастроэнтеролог патне каймалла, юн анализĕ памалла, шĕвĕрĕлчен пуррипе çуккине пĕлме каяша тĕрĕслеттермелле, УЗИ тутармалла. Поливитаминсем ĕçмелле.

Кăштах хĕртет, чĕпĕтет

Тата чĕлхе çийĕ ятарласа якатнă пек йăлтăртатать. Ку – В12 витамин çитменлĕхĕн палли. Вăл эритроцитсем тунă çĕре хутшăнать. Çак витамин организмра тивĕçлĕ чухлĕ пулмасан (ку вегетариансен, çирĕп диетăна пăхăнакансен час-часах пулать) юн çитменлĕхĕн уйрăм форми – мегабластлă анеми – аталанать. Ăна шăпах йăлтăркка чĕлхе тăрăх палăртаççĕ.

Мĕн тумалла; Юна клиника анализĕ тутармалла. В12 витамин тата ăна йышăнма кирлĕ фоли йÿçекĕ ĕçмелле. Рациона В12 витаминпа пуян ĕне, сысна какайĕ, çăмарта шурри, пулă, сĕт, кефир, тăпăрчă, хăйма кĕртмелле.

Халăх мелĕ

Сырлан (облепиха) сĕткенĕ, хурăн çырлин (земляника) çулçинчен хатĕрленĕ чей ĕçмелле. Вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ çулçа вĕрекен шыва ярса çур сехет пĕçермелле. Си- вĕнсен сăрăхтармалла, кунне 1 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Е 1 апат кашăкĕ кăшкар утине (щавель) 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла та кунне 4 хут апатчен пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика