Пан улми
Тин юхтарнă пан улми сĕткенĕ ват шĕвекĕ, шăк хăвалакан витĕмпе палăрса тăрать, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетет.
Юрамасть. Йÿçĕ пан улми сĕткенне хырăм ай парĕ шыçсан, хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит аптратсан ĕçмелле мар.
Хĕрлĕ пилеш
Хĕрлĕ пилеш сĕткенĕ – микробсене хирĕç кĕрешекен, юн кайнине чаракан, ват шĕвекне хăвалакан, усал шыçăран хÿтĕлекен, сурана ÿт илтерекен, шăк кăларакан, вара çемçетекен витĕмлĕ, юнри холестирин шайне чакарать, юн тымарĕсене çирĕплетет. Юн çителĕ-ксĕр, урасен атеросклерозĕ, гипертони, чĕре вăйсăр, аритми, астени, подагра, геморрой, усал шыçă чухне, вар хытсан, климакс тапхăрĕнче амалăхран юн кайсан усăллă. Пилеш фитонцичĕсем кăмăска кăмпасене, сальмонеллăна, ылтăн стафиллокока пĕтереççĕ.
Юрамасть. Пилеш çырли юна çăратать, çавăнпа унăн сĕткенне инфарктпа ишеми инсульчĕ хыççăн ĕçме юрамасть. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк, тăхасем (тромбы) пулса каяс хăрушлăх пулсан та хĕрлĕ пилеш сĕткенĕ рационра пулмалла мар.
Хура пилеш
Хура пилеш сĕткенĕпе юн кайсан, гломерулонефрит, аллерги, геморраги диатезĕ аптратсан, антикоагулянтсемпе сипленнĕ хыççăн усă кураççĕ.
Юрамасть. Сĕткенĕ инфарктпа инсульт хыççăн юн кĕвелесси ÿснĕ çынсене, чĕрен ишеми чирĕпе, тромбофлебитпа, хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язвипе, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптракансене юрамасть.
Палан
Çырли тĕрлĕ сăлтавпа юн кайсан, гемофили чухне усăллă. Сĕткенĕ хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язвинчен сипленме, ыратнине ирттерме пулăшать. Ăна хырăмлăхпа пыршăлăхра полип пур чухне, гипертони, климакс неврозĕ, истери, астени, ÿслĕк аптратсан ĕçме сĕнеççĕ. Палан сĕткенне туратне çулçисĕр ярса вĕретнĕ шĕвекпе пĕрле усал шыçă чухне ĕçеççĕ. Сĕткенне тимреллĕ, пÿрлешкеллĕ, диатез шатриллĕ ÿте сĕреççĕ.
Юрамасть. Палан сĕткенне чĕрен ишеми чирĕпе тертленекенсене, инфарктпа инсульт хыççăн ĕçме юрамасть, мĕншĕн тесен вăл юна çăратать.
Кĕтмел
Кĕтмел сĕткенĕ вара çемçетет, шăк хăвалать, çавăнпа хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк, ÿт тĕрлĕ сăлтава пула тăртаннă чухне усăллă. Артери пусăмĕ ÿсни, ревматизм, подагра аптратсан паха витĕм кÿрет.
Юрамасть. Юн пусăмĕ чакакансен, холециститпа, пÿрере чул пуррипе, хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язвипе, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăккипе аптракансен, çие юлнă хĕрарăмсен ĕçмелле мар.