Пÿрне сыпписене шăтăртаттармалла мар
Хăшĕсем выляса тенĕ пек е кичемлĕхе пула çапла тăваççĕ. Анчах та пÿрнесене шăтăртатакан пуличченех хуçлатни е туртăнтарни сыпăсемпе кăмăрчаксемшĕн сиенлĕ. Ку йăлана кĕрсен артроз пуçланма е нервсем хĕсĕнме пултараççĕ. Çак хăнăхăва шкулти ятарлă хăнăхтарупа улăштарсан лайăхрах. Тĕслĕхрен: «Эпир çыртăмăр-çыртăмăр, пирĕн пÿрнесем ывăнчĕç...» тесе пуçламăш классенче пÿ- рнесемшĕн питĕ усăллă хусканусем тăваççĕ. Сыпăсем хытнинчен тинĕс тăварĕпе ваннăчкăсем туни усăллă.
Чĕрне кăшламалла мар
Ку илемсĕр курăннисĕр пуçне чир пуçарма та пултарать. Алă çинчи микробсен 90 ытла проценчĕ чĕрнесен айĕнче пурăнать. Вĕсен хушшинче – дифтери, пневмони, пыршăлăх инфекцине пуçаракансем. Унсăр пуçне чĕрне кăшланă чухне суранланнă пÿрне ÿчĕ витĕр инфекци тÿрех юна лекет.
Телевизор пăхнă чухне апат Çимелле мар
Ку хăнăхăва пула кĕлетке виçи хăвăрт ÿсет. Телевизор çинчен куç илмесĕр ларса мĕн чухлĕ çинине асăрхамастпăр та-çке, тăраннă туйăм вăйсăрланать. Çав вăхăтрах апата япăх чăмласа çăтатпăр, ку хырăмлăхшăн япăх. Тĕпелте апатланăр – унта телевизор ан лартăр.
Пите алăпа час-часах ан перĕнĕр
Ку ăна туртăнтарать, пĕркелентерет, пÿрлешке-шатра тухса тулма витĕм кÿрет. Грипп сарăлнă тапхăрта кашни иккĕмĕш çын чирлĕ çынпа хутшăннипе мар, таса мар алăпа куçа, сăмсана, тута хĕррине перĕннипе вирус ертет. Вирус алă çинче 15 минут пурăнать. ОРЗ тата пыршăлăх инфекцине пуçаракан вируссем – 4 сехет таран.