Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахăр виçине чакарма

08 июня 2013 г.

– Диабетăн пуçламăш тапхăрĕнче 5 пай хура тул кĕрпине аçтăрхан мăйăрĕн 1 пай вĕтетнĕ тĕшшипе хутăштармалла. Каçхине 1 апат кашăкĕ хутăша стакана ямалла, чĕрĕк стакан турăх хушмалла. Пăтратмалла мар. Ирхине пирченĕ пăтта выçă хырăмла пан улмипе пĕрле çимелле. Унтан кун тăршшĕпе тата 2 хут апатчен 30 минут маларах кĕрпепе мăйăр хутăшне типĕлле 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Сиплев курсĕ – 30 кун.

– 500 грамм сельдерей тымарĕпе 6 лимон кирлĕ. Лимонсене хуппине щеткăпа хырсах лайăх çумалла. Сельдерей тымарне тасатмалла, 300-350 грамм юлать. Ăна лимонсемпе пĕрле аш арманĕпе авăртмалла, эмальленĕ кастрюле хумалла, хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çинчи шыв мунчине 2 сехете лартмалла. Хупăлчине уçмалла мар! Унтан çак варение кĕленче савăта куçарса сивĕтмĕше лартмалла. Ирсерен выç хырăмла, апатчен 30 минут маларах, 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Икĕ уйăха çитет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика