Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гороскоп

08 июня 2013 г.

Гороскоп

Июнь, 10-16

Сурăх. Кĕсйĕре хулăнлатмашкăн лайăх эрне. Ĕç кал-кал пырать. Пуçлăхăр сирĕн тăрăшулăха асăрхатех. Апла пулин те илтнĕ кашни çĕнĕ хыпара тĕрĕслĕр. Тĕп ыйтăва татса пама тăрăшăр. Пурнăçа улăштарас килет тĕк эрне кун тимлĕ пулăр. Кану валли те вăхăт уйăрăр.

Вăкăр. Вак-тĕвекшĕн пăшăрханма кирлĕ мар – ĕçри лару-тăру лайăхланĕ, ĕмĕтĕрсене пурнăçлама çул уçăлĕ. Çывăх çыннăрсем пурнăçра чи хакли пулнине ан манăр, вĕсемпе те вăхăт ирттерме май тупăр. Турă çырнине тупайманнисен ку эрнере ăна тĕл пулма шанăç пур. Канмалли кунсенче сывлăха çирĕплетĕр.

ЙĔкĔреш. Япăх кăмăл пулни, ахăртнех, кулленхи йĕркене улăштарĕ. Пăлханмалли самантсем тупăнĕç. Мĕн пур вăхăта ĕçре ирттермелле мар. Çăлтăрсем зодиакăн çак паллин тапхăрĕнче çуралнисене сывлăха упрамаллине асăрхаттараççĕ – тĕрлĕ чир-чĕр çаклатас хăрушлăх пур. Палăртса хунине каярах пурнăçласан аванрах. Пуçлăхăрпа лăпкă калаçма тăрăшăр.

Рак. Сирĕн тÿре-шарапа сÿтсе явмалли пур-и; Эппин, юн кун çула тухмасан аван – пĕр чĕлхе тупаймастăр. Тунти кун килĕшÿ-сене алă ан пусăр. Çав кун хваттер тара пама шухăшларăр тăк ан васкăр. Раксем, ахăртнех, эрне вĕçĕнче çичĕ ютран килнĕ çынпа паллашĕç. Тен, икĕ чĕрере асамлă туйăм çуралĕ.

Арăслан. Эсир пуçаруллă пулни çумри çынсенчен хăшне-пĕрне тарăхтарĕ, çавăнпа та ушкăнпа пĕрле ĕçлĕр. Унта сире асăрхамĕç. Пысăк ĕçсене пурнăçлама тăрăшăр. Шăмат кун юлташăрсене туслăх çирĕплĕхне кăтартма тивĕ. Çывăх çыннăрсен кăмăлне пăсас шухăшлисене хăвăртан сирме тăрăшăр.

ХĔр. Пурнăçа улăштарма палăртрăр-и; Çут çанталăк та çак шухăша ырлать. Çак утăма тĕплĕн шухăшласа пурнăçлăр, ура хуракансенчен хăтăлма тăрăшăр. Ку эрнере ăнсăртран çуралнă хĕрÿ туйăмсем часах сÿнĕç. Енчĕке хулăнлатасси вара пĕтĕмпех пултарулăхран, лару-тăрăва епле хаклама пĕлнинчен килет. Эрне кун тавлашуллă ыйтусене кăнтăрлаччен татса пама тăрăшăр.

Тараса. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама ыттисене ан шанăр – тăкаксем пулĕç. Çапах пулăшу сĕнсен ан хирĕçлĕр. Эсир илемлĕ калаçма пĕлнипе çынсене хăвăр пата туртатăр. Ку сире ытлари кун тупăш илме те, юрату тупма та пулăшĕ. Çăлтăрсем систернĕ тăрăх – эрне варринче ĕçлĕ калаçусене хутшăнатăр. Кирек кампа калаçсан та кăсăклине илтетĕр, тавра курăма анлăлататăр.

Скорпион. Çынсене пулăшма васкатăр. Ырă ĕç. Анчах Скорпионсен ыр кăмăлне туйса хăшĕ-пĕри çакăнпа усă курасшăн. Тинĕс хĕрринче канма палăртнăччĕ-и; Инçе çула тухма ан хыпаланăр. Тăванăрсене кÿренме кирлĕ мар, тавлашуллă самантсенчен пăрăнма тăрăшăр, чăтăмлă пулăр.

УхăÇă. Кăмăл-туйăма пытарма кирлĕ мар. Ан тив, ирĕке тухчăр, ыттисем курччăр. Ухăçăсене ку эрнере суту-илÿре ăнăçу кĕтет. Кĕçнерни кун, тен, ĕçлĕ калаçу пулĕ, тахçан пĕрле вăй хунă усламçăпа курнăçатăр. Эрне вĕçĕнче чĕнмен хăнасем те çитĕç. Çумри çынсемпе ан тавлашăр, хутшăнусене çирĕплетĕр.

Ту качаки. Кăмăла пăсакан самантсене сирме сирĕн вăй пур. Пăлханнине ирттерсе пĕлĕшĕрсемпе ĕçтешĕрсем сĕннине ăша хывăр. Эрне кун ĕçри йывăрлăхсем сирĕлĕç, çапах ку алă усса лармаллине пĕлтермест. Эрне вĕçĕнче лавккана ан кайăр. Туяннă япаласемпе нумай усă кураймастăр. Шăпана хирĕç ан утăр.

Шыв тăкан. Лăпкă мар эрне. Чун сиснине шута илĕр. Пултарулăха кăтартса хисепе тивĕçме май тупăнĕ. Эрне кун пĕр-пĕр ĕç сĕнсен ан хирĕçлĕр – тупăш илеетĕр. Тĕллевĕрсем патне утăр – сире ăнăçу кĕтет. Çавăн пекех сирĕн ĕçлĕ тĕл пулăва хутшăнма тивĕ. Ăнăçтăр тесен асăрханăр, хирĕçÿсенчен пăрăнма тăрăшăр.

Пулăсем. Мĕн пулса иртнине тĕплĕн тишкермелли эрне. Лару-тăрăва тĕпрен улăштарăр. Кĕçнерни кун унта-кунта çитме, тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивĕ. Хăш-пĕр ĕçе хутшăнма ан васкăр, йăнăш кайма пултарать. Илем салонĕнче чиперленесшĕ-нччĕ-и; Унта каярахпа çул тытсан аван.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика