Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Универсиада çулăмĕ – Шупашкарта

15 июня 2013 г.

Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăн çул çÿреве тухнă çулăмĕ июнĕн 10-мĕшĕнче Йошкар-Оларан Шупашкара çитнĕ.

Студентсен ăмăртă-вĕн тĕп символне упракансене чукун çул вокзалĕнче çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ.

Универсиада çулăмĕ тĕп хулари Ленин тата Мускав проспекчĕсемпе Чапаев скверĕ, Гагарин палăкĕ умĕпе, республика тÿремĕпе иртнĕ. Çулăма чи малтан йăтса пыма спортăн тĕнче класлă мастерĕ Ольга Суранова-Михайлова тивĕçнĕ. Çавăн пекех Универсиадăн тĕп символне пирĕн паллă спортсменсем Александра Деверинская, Алина Иванова, Владимир Андреев, Олимпиада Иванова, Паралимп вăййисен виçĕ хут чемпионки Елена Иванова – пурĕ 40 спортсмен – ылмашăнса йăтнă. Урамра вĕсене хула халăхĕ тăвăллăн алă çупса саламланă. Çулăма Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата 2011 çулхи Универсиада чемпионки, маттур велосипедистка Ксения Кириллова чĕртнĕ.

Уяв ячĕпе чăваш халăхне Тутар Республикин Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Азат Хамаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем саламланă. Унтан театр умĕнче сцена çинче çак пулăма халалланă савăнăçлă уяв иртнĕ.

Каçхине Универсиада çулăмĕ Чĕмпĕре çула тухнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика