Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăпайлă медсестра

15 июня 2013 г.

ШКУЛТА вĕреннĕ чухнех медицина ĕçченĕн профессине суйласа илнĕ, кайран ăна пурнăç чăнлăхне куçарса чăтăмлăн, чун ăшшипе ĕçлесе пыракансем – чи телейлисем. Вĕсен шутне М.Кузьминана та кĕртме пулать. Марина Викторовнăн пĕтĕмĕшле медицина стажĕ – 18 çул.

1995 çулта Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн çак хула хĕрне направленипе Шупашкарти онкологи диспансерне ĕçлеме янă. Унта опытлă врачсем пулăшнипе Марина Викторовна сиплев ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене алла илсе пынă.

2000 çултанпа М.Кузьмина Шăмăршăри тĕп больницăра вăй хурать. Малтан вăл организаципе методика кабинетĕнче ĕçленĕ, 2006 çултанпа паянхи кунчченех поликлиникăри психиатрипе наркологи кабинетĕнче тăрăшать. Н.Полякова врачпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ.

Тÿрех каламалла: çак служба ĕç-хĕлĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Наталья Николаевнăпа Марина Викторовна кабинетра куллен пациентсене йышăнаççĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Психика чирĕсемпе йывăртарах чирлисене уйрăм учета илнĕ. Вĕсене врачпа медсестра, графикпа килĕшÿллĕн, пĕр тикĕс тĕрĕслесе тăраççĕ. Чир çивĕчленме пуçлани палăрсан хăш-пĕрне республикăри психиатри больницине те леçме тивет. Çăмăлтарах чирлисем валли палăртнă вăхăтра сиплев курсне çырса параççĕ. Вăл е ку ялти медицина учрежденине çÿ- ресе сипленнĕ хыççăн пациентсем психиатрипе наркологи кабинетне килсе хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ.

Наркологи чирĕсемпе те тимлĕ ĕçлесе пыраççĕ Н.Поляковапа М.Кузьмина. Вăраха кайнă алкоголизм чирĕсемлĕ çынсем учетра тăраççĕ. Наталья Николаевнăпа Марина Викторовна вĕсене те кабинета чĕнтерсе илеççĕ, канашлаççĕ, паха сĕнÿсем параççĕ. Паллах, хăш-пĕрне республикăри ятарлă медицина учрежденине – наркологи диспансерне те сипленме яраççĕ.

Шанса панă ĕçе Марина Викторовна яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине, учетпа документаци хучĕсемпе тимлĕ ĕçлесе пынине палăртрĕ Н.Полякова врач.

Çулран-çул ăнăçлă тата таса чунпа вăй хунăшăн сăпайлă та пултаруллă медсестрана, икĕ ача амăшне район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн, район больницин администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

И.МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика