Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем лайăх

15 июня 2013 г.

Районта 5 уйăхра 158,1 тонна аш-какай, 1198,8 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 1873 килограмм сĕт сунă. Чи пысăк сăвăм вара сахал яваплă «Исток» обществăра – 2216 килограмм. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аш-какайпа сĕт илесси палăрмаллах ÿснĕ.

Районта шултра мăйракаллă выльăх 1403 пуç (5 процент ÿснĕ). Ку енĕпе «Восход», «Искра» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕсем, сахал яваплă «Исток», «Шанс» тата акционерсен хупă «Мир» обществăсем лайăх ĕçлеççĕ. Сăвăнакан ĕнесем – 640 пуç, 5 уйăхра 402 пуç пăру илнĕ, 100 ĕне пуçне 60 пăру.

Сыснасем «Шанс», «Карлинская» Агрофирма», «Колос» Агрофирма» обществăсемпе «Восход», «Искра» ял хуçалăх кооперативĕсем тытаççĕ – пурĕ 852 пуç. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 506 пуç сысна çури илнĕ.

Сурăх ĕрчетессипе лайăхрах ĕçлеме пуçланă районта. Пĕлтĕрхинчен 19 процент нумайрах, январь-май уйăхĕсенче 397 пуç сурăх пулнине шута илнĕ. Лашасен шучĕ – 5, тихасен 20 процент ÿснĕ.

Шултра мăйракаллă выльăхсем талăкра 588, сыснасем 239 грамм ÿт хушнă.

Н.ВАЗАНОВ,

райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика