Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купол çинчи шевлесем

15 июня 2013 г.

ИЮНĔН 13-мĕшĕнче Шупашкарпа Чăваш митрополийĕн митрополичĕ Варнава пилленипе, Шамкайри Çвяттуй Троица часавни çине малтан кĕл туса тасатнă купол хăпартрĕç. Купола вырнаçтарсанах ун çинче хĕвел шевлисем выляма пуçларĕç. Çĕнĕ часавньăна çак ял çыннисен пулăшăвĕпе усă курса тунă.

Çак вырăнта малтан Çвяттуй Троица ячĕллĕ чиркÿ пулнă. Ăна 1756 çулта тунă-мĕн, 1874 çулта вăл çунса кайнă. Турра ĕненекенсен укçипе 1882 çулта ун вырăнне виçĕ престоллă çĕнĕ чиркÿ – ăна Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕпе тата Петрпа Павел çвяттуй апостолсене асăнса лартнă – ĕçлеме тытăннă. Пирĕн çĕр-шывра атеизм хуçаланнă тапхăрта, 1940 çулта, хупăннă. Чиркÿ сыхланса юлайман. Халĕ, Турă çурчĕн алтарĕ пулнă вырăнта, çĕнĕ часавня çĕкленĕ.

Часавня куполне хамăр районти священниксем Турă шывне сапса, кĕл туса тасатрĕç. Малтан Шупашкарпа Чăваш митрополийĕн Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн IV округĕн (Шăмăршă районĕн) благочиннăйĕ, Шăмăршăри «Христос çурални» ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Чувашов протоиерей Иисус Христос вилсе чĕрĕлнĕ хыççăн пĕлĕте çĕкленнĕ уяв ячĕпе молебен ирттерчĕ. Вăл Турра ĕненекенсене пурне те чаплă уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, часавня уçни ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Халĕ вĕсем Турă çуртне килсе Турра кĕл туса хăйсен чунне çăмăллатма, çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕ-пленме пултараççĕ.

– Турă ĕненĕвне чун-чĕрере çирĕплетсе, пĕр-пĕринпе яланах килĕштерсе пурăнар, пĕр-пĕрне ырă сунар, йывăрлăха лекнисене ăшă сăмахпа та, ĕçпе те пулăшар, – терĕ Николай атте.

Турра ĕненекенсем часавня тума пулăшнăшăн çавăн пекех «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн патшалăх аслă инспекторне Геннадий Маркова, «Агросервис» ООО директорне Александр Максимова тата Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Чамеева та чĕререн тухакан тав сăмахĕ-сем калаççĕ, вĕсен сывлăхĕшĕн, ĕçĕсенчи ăнăçушăн Турра кĕл тăваççĕ.

И.ХУРАСЬКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика