Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш хут – Шăмăршăра

15 июня 2013 г.

Июнĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăра пĕрремĕш хут триатлон енĕпе Чăваш Республикин турнирĕ иртет. Ăмăртусене хутшăнма кăмăл тăвакансен июнĕн 17-мĕшĕнчен заявкăсем электрон почтипе ямалла: susmetov@yandex.ru.

Триатлон – виçĕ енлĕ ăмăрту (ишесси, çăмăл атлетика тата велотрек). Спортсменсен хăйсемпе пĕрле велосипед, велошлем, чупмалли кроссовка, шыва кĕмелли костюм пулмалла.

Пурне те ăмăртăва йыхравлатпăр!

 

 

Дима тĕнче чемпионатне хутшăнать

Триатлон енĕпе «Туслăх» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Шăмăршă каччисем Ярославль облаçĕнче иртекен Раççей чемпионатне хутшăнасси пирки эпир çырнăччĕ. Хальхинче те Дмитрий Ефимов пьедестал çине хăпарнă. Вăл виçĕ енлĕ ăмăртура – ишесси, велотрек, çăмăл атлетика – виççĕмĕш вырăна тухнă. Унăн Раççей чысне Голландири Хорс хулинче хÿтĕлеме тивет.

Илья Хлюкин та начар мар результат кăтартнă. Вăл вун иккĕмĕш вырăн йышăннă, пĕлтĕр 28-мĕш пулнă.

М.ЯКОВЛЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика