Июнь 17-23
Сурăх. Иртнĕ кунсем хăйсем çинчен аса илтерĕç. Тÿрех ан пăшăрханăр. Тен, тахçан паллашнă çынсемпе тĕл пулатăр. Сăмахăра тытăр. Тунти кун укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен лару-тăру улшăнĕ. Кĕçнерни кун паллашнă çынпа хĕрÿ туйăмсен авăрне лекетĕр. Анчах çак хутшăну ăнсăртран пуçланать те хăвăрт пăчланать. Мăшăрланнисем ачăрсем çинчен ан манăр.
Вăкăр. Ахăртнех, ура хума хăтланакансем тупăнĕç, çавăнпах сире пĕр-пĕр сĕнÿпе илĕртесшĕн. Анчах йăнăшасран тĕплĕн шухăшлама пултарни кăна çăлса хăварĕ. Хăвăрăн документăрсене унта-кунта парса е хурса ан хăварăр – тупаймастăр. Эрне вĕçĕнче çăмăллăн сывлатăр – канмашкăн вăхăт тинех çитнĕ.
ЙĔкĔреш. Шел те, ку эрнере кăмăлăра хуçакан сăлтав пулĕ – хăвăрăн çинчен сарăлнă тĕрлĕ сас-хура илтме тивĕ. Апла пулин те пуç усмалла мар. Ытлари кун малтан тăрăшса ĕçленине пĕтĕмлетсе сире хавхалантарĕç. Эрне вĕçĕнче эсир ырă кăмăллине туйса чылай çын сирĕн пата туртăнĕ.
Рак. Чуна темĕн канăçсăрлантарнине туятăр-и; Эппин, чун сисĕмне итлĕр – вăл сире асăрхаттарасшăн. Тен, эрне пуçламăшĕнче пуçлăхпа сирĕн кăмăллă мар калаçу пулĕ. Ан пăлханăр, çакăн хыççăн сирĕн ят-сум ĕçтешсен умĕнче татах ÿсĕ. Шăмат кун пултарулăха аталантармашкăн лайăх вăхăт.
Арăслан. Çул çÿреве тухма палăртатăр-и; Ан иккĕленĕр, ку эрне шăп та лăп çак ĕç валли. Сирĕн кăмăл лайăх, çынсене пулăшма та хатĕр. Анчах вĕсене ытлашши ан иртĕхтерĕр, унсăрăн сирĕ-нтен пулăшу пĕрмаях ыйтĕç. Чĕлхене кăшт çыртма пĕлни те аван – нумай ан калаçăр.
ХĔр. Çывăх çыннăрсемпе юнашар пулма ытларах вăхăт уйăрăр – темĕн тесен те, вĕсем чи хаклисем. Юлташăрсемпе тата пĕлĕшĕрсемпе лайăх хутшăнусем пулни тĕллевĕрсене пурнăçлама пулăшĕ. Эрнен иккĕмĕш çурринче кил-тĕрĕшре аппаланăр. Шăмат кун пĕлĕве тарăнлатаятăр.
Тараса. Пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама сире иккĕленни чăрмантарĕ. Хăвăра шанмастăр, çавăнпах ыйтусене татăклăн хуравлаймастăр. Анчах лару-тăру кун пекех йывăр мар. Вăхăт иртсен ахалех пăшăрханнине ăнланатăр. Ахăртнех, тунти кун тÿре-шарапа кăмăлсăр калаçу пулать.
Скорпион. Зодиакăн çак паллин тапхăрĕнче çуралнисем тунти кун çĕнĕ çынсемпе паллашĕç, тен, вĕсем Скорпионсен пурнăçне улăштарма пултарĕç. Ку эрнере сирĕн кăмăл çĕкленÿллĕ, хăвăрăн ĕçсене çăмăллăнах пурнăçлатăр. Кĕçнерни кун асăрханни пăсмĕ: ĕçе япăх пуçласан вăл лайăх вĕçленĕ, тен, пачах урăхла пулĕ. Пĕлĕве тарăнлатмашкăн шăмат кун лайăх. Сире ун чухне çÿлти вăйсем те пулăшĕç.
УхăÇă. Ĕçре ăнăçу кĕтет, аталанăр та аталанăр. Карьера картлашкипе хăпармашкăн кашни самантпа усă курăр, анчах вăй-хала ан шеллĕр, ÿркенме те кирлĕ мар. Ахăртнех, ĕçтешĕрсен хушшинче сире ăнланман çын тупăнĕ. Тăван кил çинчен те манмалла мар. Тен, çĕнĕ сĕтел-пукан туянатăр.
Ту качаки. Кирлĕ-кирлĕ марпа аппаланма чарăнăр. Халăха пăшăрхантаракан ыйтусене уçăмлатма тăрăшăр. Ку пĕрремĕшĕнчен чылай аванрах. Тепĕр эрнере мĕн тумаллине çитес кунсенчех палăртăр. Палламан çынсене чуна уçма ан васкăр. Юн кун кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерĕ. Тен, бизнес аталантаракан тус-юлташăртан ĕç вырăнĕ пуррине илтетĕр. Эппин, тĕплĕн шухăшлăр.
Шыв тăкан. Ан шантарăр. Тен, сăмахăра тытаймастăр. Сире çакăн хыççăн ĕненмĕç. Хăш-пĕр ĕçе хăвăр çине ан илĕр. Кăмăл çирĕплĕхĕ кăна сире йăнăшран хăтарĕ. Тунти кун мăшăрăрпа (савнийĕрпе) харкашассинчен асăрханăр. Эрне вĕçĕнче, тен, хăнасем пуçтарăнĕç, парнепе савăнтарĕç.
Пулăсем. Ку эрнере ĕçре çитĕнÿ-сем тума май пур – çине тăрăр. Шанчăклă çынсем çеç сирĕншĕн тĕрев пулайĕç. Вĕсене чуна уçма ан вăтанăр. Юнашар ларса калаçма май çук тăк шăнкăравласа е çырса пĕлтерĕр. Эрне вĕçĕнче йăлара кирлĕ техника туянма ан васкăр.