Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форум уçăлĕ

19 июня 2013 г.

Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче тĕп хулара Шупашкарта «Раççей регионĕсем – çирĕплĕх шайĕ-нчен аталану патне» VI экономика форумĕ иртĕ.

Унăн тĕллевĕ – инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе патшалăх политикине тухăçлă тытса пыма, патшалăхпа харпăрлăхăн пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвне вăйлатма тата çĕр-шыв экономикин тĕп отраслĕсене çĕнĕ технологисем хывма витĕм кÿресси.

Форумра Раççейĕн инноваци тата технологи тĕллевĕсене, патшалăхпа уйрăм çыннăн пĕрлехи бизнесне вăй кÿрессипе, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе анлă çул парассипе, банксемпе регионсен хутшăнăвне çирĕплетессипе, финанс-кредитăн сарлака инфратытăмне туса хурассипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç.

ЧР Экспорта хÿтĕлекен центрĕ, республикăн Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви тата Шупашкар хула администрацийĕ 20-мĕшĕнче «Пĕчĕк тата вăтам бизнес. Регионсен Раççей ВТОна кĕнĕ хыççăнхи экспорт пуласлăхĕ» бизнес-саммит ирттерĕç. Вăл Чăваш наци музейĕнче 14 сехетре пуçланĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика