Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙПО

19 июня 2013 г.

РАЙПО тытăмĕнчи лавккасенче ырă кăмăллă та тарават сутуçăсем вăй хураççĕ. Вĕсем кашни çынпах пĕр чĕлхе тупаççĕ, ăшшăн калаçаççĕ. Шăмăршăри «Коопторг» лавккара ĕçлекен Галина Кузьмина çинчен те пĕр усал сăмах та илтеймĕн. Кунта вăл 6 çул тăрăшать. Маларах вара Шăмăршă шкулĕнче 21 çул поварта тимленĕ. Ачасем валли тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрленĕ.

Пултаруллă та ăста Галина Меркурьевна. Унăн аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать, вăл пурнăçлама, тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Ывăлпа хĕрне те упăшкипе Владимирпа тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика