Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи лайăх çамрăк специалист»

19 июня 2013 г.

РАЙОН администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿ-ллĕн çамрăксем хушшинче иртекен «Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист» конкурс пуласси пирки пĕлтернĕ. Конкурса 30 çула çитмен çамрăк специалистсем хутшăнма пултараççĕ.

Специалистсен кăтартăвĕсене çакăн пек номинацисемпе хаклаççĕ:

1. Сывлăх сыхлавĕнчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

2. Вĕрентÿри чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

3. Чи пултаруллă çамрăк культура ĕçченĕ;

4. Ял хуçалăхри чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

5. Вăрман хуçалăхĕнчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

6. Чи пултаруллă çамрăк суту-илÿ ĕçченĕ;

7. Промышленноçри чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

8. Муниципалитет (патшалăх) службинчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

9. Йĕрке управĕн таврашĕнчи чи пултаруллă çамрăк ĕçчен;

10. Патшалăхăн çамрăксен политикин чи пултаруллă активисчĕ, общественникĕ.

Конкурсăн кăтартăвĕсене июнĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Тĕплĕнрех район администрацийĕн сайчĕ çине кĕрсе е вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайне 2-32-26 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Э.ФИЛИППОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика