2012 Çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ шкул ачисен тумне каялла тавăрасси пирки сăмах пуçарнăччĕ, регионсен ку ыйтупа хăйсен ĕçлемелли çинчен каланăччĕ. Çакна тĕпе хурса кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕренекенсем шкул йышăннă тумпа партăсем хушшине ларĕç.
Виçĕ тĕрлĕ тумтир палăртнă – кашни кун, уявсенче тăхăнмалли тата спорт тумĕ. Тĕпчев палăртнă тăрăх – шкул тумĕ йĕркене çирĕплетет, чухăнсемпе пуянсен хушшинчи уйрăмлăхсене пĕтерме май парать. Пурте пĕр пек тăхăнса çÿресен укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пурăнакан çемьери ача хăйне ыттисен умĕнче мĕскĕнрех туймĕ. Палăртнă тăрăх, шкул тумĕн хакĕ 2 пин тенкĕрен хаклăрах пулмалла мар.
Шкул тумĕ темиçе çул ĕнтĕ вĕрентекенсене те, ашшĕ-амăшне те канăç памасть. Тĕрлĕрен калаçаççĕ кун пирки. Пĕрисем – пĕрешкел тум кирлех, теприсем – ача мĕн тăхăнасшăн, çавна тăхăнтăр теççĕ. Анчах саккун йышăннă тумпа шкула çÿ- реме хистет-çке. Çавăнпа та пурин те пĕр шухăш патне килсе тухмаллах. Ашшĕ-амăшĕ, ачасем çи-пуç тĕсне, фасонне, мĕн чухлĕ укçа тăкакламаллине хăйсемех суйлĕç. Тен, сахал тупăшлă çемьесене çăмăллăхсем пулĕç. Нумайăшĕн вăтам ĕç укçи – 7 пин тенкĕрен ытла мар. Çемьере вара икĕ е виçĕ ача пулсан самай тăкакланма тивет. Каярах вара пĕр вĕçĕмсĕр шкула çÿрекен валли çи-пуç туянмалла пулмĕ.
Раççейре вĕренекенсем çирĕм çул ытла ĕнтĕ шкул тумĕ тăхăнмаççĕ. Вĕсем мĕн тăхăнас килет – çавăнпа классене пырса кĕреççĕ: джинс шăлаварпа, спорт костюмĕпе, кĕске юбкăпа, кăкăрсене кăтартакан уçă блузкăпа... Çакнашкал тумланакан шкул ачи вĕренÿ çинчен шухăшлас вырăнне тус-юлташĕ умĕнче модăпа килĕшсе тăракан тумĕ- пе мухтанма тăрăшать. Хĕрсене косметикăпа усă курма, тем пысăкăш хăлха çакки, ытти илем хатĕрĕсене çакса çÿреме чармалла. Шкул – клуб та, кану вырăнĕ те мар.
Шкул ачисен тумĕ пирки сăмах пырать, ăна йышăнатпăр, вĕрентекенсен те хăйсен тумĕ çине тинкерех пăхсан юрать. Вĕсем те мĕнле тумпа кăна çÿремеççĕ;!
Раççейре шкул тумне пĕрремĕш хут 1834 çулта йышăннă. Гимназистсемпе студентсем пĕр пек мундирпа çÿренĕ, çавăн пекех педагогсем те чинпа, рангпа килĕшÿллĕн сюртук тăхăннă. Çулсем иртнĕ май саккун улшăннă, тумсене пăрахăçланă, каярах каллех йышăннă. Тум тĕсĕпе фасонĕ вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса пынă.
Шкулсене çĕнĕрен вĕренекенсен пĕрешкел тумне тавăрассишĕн Раççейре пурăнакансен 77 проценчĕ ырласа йышăнать. Çакна ыйтăм çирĕ-плетсе парать. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та çак ыйтупа вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн канашĕ пухăнса канашланă, сăрă тĕслĕ тум çĕлеттермелле тесе йышăннă. Ыттисен те ку енĕпе ĕç-пуç пуçланать пулĕ ĕнтĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче пурте пĕрешкел тăхăннă тумсемпе парта хушшине вĕренме ларĕç.
М.АЛЕКСАНДРОВ.