Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемье

19 июня 2013 г.

Çĕнĕ Тăрăнти Андреевсен туслă çемйишĕн 2013 çул хăйне евĕр пулăмпа палăрса юлать. Андрейпа Светлана пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе шăпах 15 çул çитрĕ. Çамрăк çемьен хăтлă кил-çуртне 4 ача илем кÿрсе тăрать. «Пирĕн чи хаклă тупрамăр – ачасем», – йăл кулăпа çиçсе калаçрĕ кил хуçи арăмĕ.

Асли, Станислав, Карапай Шăмăршă вăтам шку- лĕнче 8 класс, вăталлăххисем, Оксанăпа Олеся (йĕкĕрешсем), 3 класс пĕтернĕ. Кĕçĕнни, Арсений, 6 уйăхра кăна-ха.

Андрейпа Светлана Андреевсем ялта ĕçченлĕ-хпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Кил хуçи – психо-неврологи интернатĕнче газ хуçалăхĕшĕн яваплă çын. Унăн мăшăрĕ ялти «Утмăл турат» ача садĕ-нче поварта ĕçлет (хальхи вăхăтра – декретлă отпускра). Андрей Валентиновичпа Светлана Григорьевна хăйсен ĕçĕнчи тивĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртрĕç асăннă учрежденисен ертÿçисем.

Андреевсем хăйсен кил хуçалăхĕнче çуллен йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче сăвăнакан 2 ĕне, 2 пăру. Ытлашши сĕте предпринимателе сутаççĕ. Кунсăр пуçне ĕçчен çемье сутлăх вăкăрпа пушмак çитĕ-нтернĕ, вĕсене тупăшлă вырнаçтарнă.

Ĕçчен çынсем хăйсен ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ. Ачасем вăй çитнĕ таран пăрусене пăхма, выльăх çими хатĕрлеме пулăшаççĕ. Черет çитсен Стасик ашшĕ- пе пĕрле ĕне кĕтĕвĕ кĕтме те çÿрет. Хĕр ачасем ытларах чухне амăшĕпе, ывăлĕ ашшĕпе юнашар ĕçленине курма пулать. Çавăн пекех ачасем çĕр улмипе чĕкĕнтĕр тата пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатма, çемçетсе кăпкалатма та пулăшаççĕ.

Çемьере ĕçпе кану юнашар пыраççĕ. Хальхи вăхăтра Оксанăпа Олеся куллен шкулти кану лагерьне çÿреççĕ, хăйсен тантăшĕ-семпе пĕрле каникул кунĕ-сене усăллă ирттереççĕ. Лагерь пурнăçĕпе хĕр ачасем питĕ кăмăллă.

Чăваш Республикин 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн, ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтĕр Андреевсен çемйине, нумай ачаллă пулнă май, Карапай Шăмăршăри çĕнĕ урамра çĕр пайĕ уйăрса панă. Çак çĕр çинче çамрăк çемье нумай çул ÿсекен курăксен вăррине акса хăварнă. Курăк лаптăкне Андреевсем çулнă ĕнтĕ, халĕ ăна тавăрса типĕтес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Яланхи пекех, ашшĕ-амăшĕпе юнашар ачисем те тăрăшаççĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика