Валентина КИРИЛЛОВА
Ĕçрен килнĕ хыççăн почта ешчĕкне пăхасси йăлана кĕчĕ Надьăн. Ара, ачисенчен çыру килменни чылай пулать. Паян та, йĕтем çинче пĕрремĕш сменăра ĕçлесе таврăнаканскер, аллине почта ешчĕ-кне чикрĕ. “Тинех кĕтсе илтĕм. Ывăлĕ-сем е хĕрĕсем çырнă-ши; Юлашки вăхăтра пĕри те хăйсен пурнăçĕ пирки пĕлтермеççĕ. Мĕнле аса илнĕ-ши;” – хăйпе хăй калаçрĕ хĕрĕх пиллĕкри амăшĕ. Чăтаймарĕ Надя, алкумĕнчех çырăва уçрĕ. Мĕнле çыру ку; Адресне те туллин çырман, ăçтан янине çирĕ-плетекен штамп та çук. Ачисем патне яракан конверт çине вуншар тенкĕлĕх маркăсем çыпăçтараканччĕ. Ку çыру вара ĕлĕкхи салтак конверчĕпех çитнĕ. Хăй те сисмерĕ, темшĕн аллисем чĕтреме пуçларĕç. Çапах та интересленсех хăй ячĕпе килнĕ конверта уçрĕ: “Аскăнчăк. Çитет ман упăшкапа çÿресе. Виççĕмĕш упăшка шыратăн-им; Йĕтем çине те унпа алхасмах тухатăн. Иксĕре пĕрле тытсан – айăпĕ хăвăнта. Пĕтĕм яла пĕлтеретĕп эсĕ иртĕнекен хĕрарăм иккенне...” Кун пек усал сăмахсем халĕ-ччен илтменнипе лаштах кайрĕ Надя. Вăйĕ пĕтрĕ, мăшăр кăвак куçĕнчен куççулĕ тăрă çăл куç пек тапса тухрĕ. Епле те пулин лăплантаракан эмел ĕçесчĕ тесе урисене аран куçаркаласа пÿрте кĕчĕ. Çамрăклах чĕри хавшарĕ унăн. Çак тарана çитиччен нуша-терчĕ унран пĕр утăм та юлмарĕ, иккĕ качча тухса та мăшăрĕсемпе алран алă çавăтса утаймарĕ, ĕçке-çике кайсан уçă та çепĕç сассипе савăнса юрлаймарĕ, илемлĕ кĕлетки çине хитре те капăр тум тăхăнаймарĕ. Таса пурăнчĕ халĕччен. Çапах та 4 теçеткерен сулăннă хыççăн чĕрене çиекен сăмахсене илсе вуларĕ. Кам çырнă-ши ку хÿ- хлеве;
Хăрушă сăмахсем чĕлхерен каймаççĕ, çавăнпа та йĕтемри кашни арçынна куç умне кăларса тăратрĕ. Сортировкăсене ĕçлеттерекенни ватă, электрикĕ çамрăк, ывăл ачапа пĕрле шкул вĕренетчĕç, хăш-пĕр рабочисене, пĕр ялта миçе çул пурăнаççĕ пулсан та, йĕтем çинче пуçласа курчĕ тата кама манса хăварчĕ-ши; Э-э, звеньевой юлчĕ иккен. Унпа калаçкалать Надя, пĕр çулсенче вĕсем. Вăл ĕçе чĕнмен пулсан, килтех ларатчĕ пулĕ-ха. Больницăра медсестрара ĕçлетчĕ Надя. Çирĕм çула яхăн тăрăшрĕ вăл унта. Анчах мĕн тăвăн: кунта та пурнăçăн кукăр кустăрми пырса çапрĕ ăна. Уйрăмра штата кĕскетрĕç те, шăпа ăна килсе тухрĕ. Килте ахаль ларас мар тесе хуçалăх ĕçне хутшăнчĕ пĕччен хĕрарăм. Ĕçрен хăраман вăл нихăçан та. Больницăра чухне отпуск çу вăхăтĕнче илетчĕ, çавна май шурă халатлă, çемçешке алăллă хĕрарăма сенĕк-кĕ-реçе йăтасси, тулă миххисене йăтасси нимĕн те марччĕ. Тăватă ачи çуллахи каникулта урам тăрăх çапкаланса ан çÿреччĕр тесе столовăй чĕкĕнтĕр, ытти тымар çимĕç çумлатчĕç.
Вĕри апат çиесси пулмарĕ Надьăн, чей ĕçкелерĕ те картишне тухрĕ. Пĕччен çыннăн ĕç сахал мар кил хуçалăхĕнче. Çапах та алли пымарĕ, хыçалти пахчари сак çине ларчĕ те шухăша кайрĕ...
Пĕрремĕш упăшка
Шкул парти хыççăнах Надя Канашри медицина училищине вĕренме кĕчĕ. Алла диплом илнĕ хĕре салтак шинельне хывса ĕлкĕреймен Вася куçран вĕçертмерĕ. Ытла та сăпайлă, çепĕç чĕлхеллĕ, хитре сăн-питлĕччĕ çамрăк чухне Надя. Вася кÿршĕ ялтан. Ĕнерхи салтаксем çине темшĕн ытарлăн пăхасси хĕрсен йăлинчеччĕ. Надя та Васьăпа шÿтлесе калаçма юрататчĕ, кино хыççăн çурхи каç илемĕпе киленетчĕç. Училищĕре пĕрле вĕреннĕ вирьял каччипе туслăччĕ Надя. Пĕр-ик çул ĕçленĕ хыççăн пĕрле университета, медицина факультетне вĕренме каяс ĕмĕтсемпе çунатланатчĕç шурă халатлă медработниксем. Анчах...
Хĕр ĕмĕрĕ – хăналăх. Нумай та сиккелесе пурăнаймарĕ Надя хĕр ĕмĕрĕнче, япшар чĕлхеллĕ Вася, хĕрпе калаçса татăлмасăрах, качча вăрласа кĕчĕ. Туй туса ирттернĕ хыççăнах çĕнĕ çынсем Васьăн ашшĕпе амăшĕн килĕ-нче пурăнчĕç. Пĕрремĕш ача çуралнă хыççăн вĕсене пĕр пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Ячĕ çеç хваттер, хăтлă марччĕ вăл. Хăйсем вут хутатчĕç. Вут-кăмрăкĕ илесси çинчен çамрăк хĕрарăм шухăшламан, шофер пулнă май укçаллах туянман ăна Вася. Майне-шывне тупма пĕлнĕ арçын.
Çапла, çемьешĕн ырă ĕç сахал мар тăватчĕ вăл. Анчах та чипер арăмне кĕвĕçесси, ун çине аллине çĕклесси, эрехе ытарайманни пысăкчĕ унăн.
Ÿсĕрĕличченех ĕçнĕ хыççăн арăмăн пурнăçĕ аванрах. Кăшт хĕрĕнкĕ чухне вара Вася хăй мĕн хăтланнине те пĕлмест. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатасси пулать теççĕ, пÿлĕмре тирĕк-кашăк вĕçнине, телевизор пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтесе сирпĕннине... курсан вара чул юпа пек хытса тăратăн. Тепĕр çеккунтранах эсĕ чÿречерен мамăк юр пек аялалла вирхĕнме пултаратăн.
Çаксене хăй куçĕпе курнă, ÿт-пĕвĕпе туйнă хĕрарăмăн юлашкинчен ирĕксĕ-рлесе ахрашса тăраннă упăшкипе юнашар кĕрсе выртмалла. Унтан пысăк мăшкăл çукчĕ Надьăшăн. Пĕрре курсах Вася: “Эсĕ манăн пулатăн. Чечеклĕ уй-хир тăрăх çеç юнашар утăпăр санпа...” тени пуçран тухмасть. Ах, мĕншĕн теприсен шалта этем евĕрлĕ хĕрлĕ юн мар, çăра шыв-ши; Каччă чухне çÿлти çăлтăрсене татса пама хат- ĕрччĕ, авлансан вара мăшăрне резина аттипе тапма та пултарать. Эх, мĕншĕн ĕненетпĕр-ши сарă çупа, пылпа сĕрнĕ яка чĕлхесене;!
Ăшă туйăмсен ăшне путмасăрах тепĕр хĕр çуратрĕ Надя. Анчах икĕ хĕрĕпе савăнса та киленсе пурăнаймарĕ Вася: руль умне хĕрĕнкĕ ларнăскер, аварие кĕрсе ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Ун чухне 24 çултаччĕ Надя. Валя – тăваттăра, Ирина – сăпкара.
Упăшки вилнĕ хыççăн хунямăшĕ- пе хуняшшĕ кинне чĕрĕллех «кăшласа» яратчĕç. Ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕнĕшĕн ылханчĕç, айăпларĕç ăна. Анчах Надя Вася умĕнче ним айăпа та кĕмен. Хăйĕнпе питĕ кăнттам пулнине вăл никама та каласа паман. Кÿ- рши-арши çеç чухлатчĕ Надьăн çунса тăракан пит-куçĕ сÿннине. Аварие пула çĕре кĕмен пулсан, тен, паянхи кунччен кĕвĕçпе пурăнатчĕ. Кам пĕлет;
Икĕ ачапа тăрса юлнă хĕрарăма пурнăçпа пĕр тан утма çав тери йывăр. Ултă уйăхри ачине йăмăкĕпе пăрахса хăварса ĕçе тухрĕ. Шкула каяйман йăмăкĕ аппăшĕн ачипе ларатчĕ-ха юратсах, анчах хăй те ача пулнă. Миçе тĕрлĕ инкек килсе тухрĕ вĕсемпе: пĕринче пырне лартнă, тепринче аллинчен тухса ÿкнĕ е тата ытти те.
Тăватă çул çити-çитми пурнăçпа йÿнеçтеркелесе пурăннă Надьăна пĕринче хирурги уйрăмĕнче выртакан шкулти тантăшĕ чĕнсе илчĕ. “Надя, тусăм, туятăп юлашки минутсем пурăнатăп. Ман ывăлсене ан пăрах. Пĕрлешĕр Кольăпа. Характерĕ йывăр, паллах, эрехне те аякка тĕртмест. Çапах... Ыйтатăп санран. Ман ачасем санран лайăх анне тупаймĕç. Кольăна ку шухăша пĕлтертĕм. Сывă пул...” – терĕ аран-аран. Унтан: “Юрĕ тесе кала”. “Юрĕ, юрĕ”, – теме çеç пултарчĕ Надя тантăшĕн аллине тытса.
Хыçра тăракан упăшки арăмĕн юлашки сăмахĕсене илтсен палатăран йĕрсех тухрĕ. Юратса пĕрлешнĕ вĕсем, иккĕшĕ те ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Арăмĕ ача çуратнă хыççăнах шăнса пăсăлнă та, ура çине тăраймарĕ. Кăмăлĕ ытла ырă, уçăччĕ унăн, пĕр вăхăтра Канашра вĕреннĕрен уйрăлми туссемччĕ. Надя кÿршĕ яла, Аля çуралса ÿснĕ ялах качча кайнăран час-часах тĕл пулаймастчĕç. Юлашки кунсенче çеç больницăра пĕр-пĕрин шăписем çинчен калаçса ларчĕç, иртнине аса илчĕç. Халĕ акă тĕнчере Аля тантăшĕ те çук. Хăй хыççăн вăл икĕ çирĕп ывăл хăварчĕ.
Иккĕмĕш Тантăшне пытарнă хыççăнах килне яланлăха хăварасшăнччĕ Надьăна тантăшĕн упăшки. Анчах Коля ÿкĕтлени кăлăхах пулчĕ: чи çывăх тантăшĕн упăшкине тăруках качча тухма вăй-хал çитереймерĕ вăл. Май тупăнсанах вĕсем патне пырса каятчĕ Надя хĕрĕсемпе, хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене тума пулăшатчĕ. Анчах хăнăхман арçынпа тÿрех пĕр чĕлхе тупаймарĕ.
Пурăна-киле Коля ачисене амăшĕпе хăварса Надя ĕçрен тухнă çĕре кĕтсе илекен пулчĕ, ăсатса ячĕ, тăтăшах ачисем амăшĕшĕн тунсăхланине аса илтерчĕ. Çапла Аля вилни çур çул иртсен Коля кĕçĕн ывăлĕн çуралнă кунне уявлама килнĕ Надьăпа хĕрĕсене каялла ямарĕ. Çамрăклах пурнăçран уйрăлнă тантăшĕн юлашки сăмахĕ пĕр минутлăха та хăлхаран каймарĕ: “Ман ачасем санран лайăх анне тупаймĕç...”
Альăпа Коля ваттисенчен уйрăлса тухнă. Çавна май çамрăксем пысăк çуртах туянайман. Икĕ ачаллă çемье ним шухăшсăрах пурăннă, анчах халĕ тăвăртарах, йыш самаях пысăк.
Киле çĕнĕ анне килсенех аслă ывăлĕ, Николай, сăмах чĕнмен, Мишăшăн вара – савăнăç. Пĕчĕк хĕр пĕрчипе иккĕшне арки çине лартса апат çитерет, юмах каласа çывăрттарать...
Вăхăт шунăçемĕн хĕр ачасемпе арçын ачасем пĕр-пĕринпе килĕштерсе вылянă, шкула чупнă. Çĕнĕ амăшне хисепленĕ. Ачасем пĕр хушамат илсе йĕркеллĕ пурнăçпа пурăннă.
Çулсем иртнĕçемĕн Надьăпа Коля çĕнĕ пÿрт çавăрнă. Пурте йĕркеллĕ пек, анчах тем ура хурсах пырать мăшăра. Кăра çилĕллĕ Коля ывăл ачисем урок вĕренейменшĕн те тарăхать, шкултан кая юлса килет. Лайăх чухлать Надя, яланах эрех шăрши перет хăйĕнчен. Çапах та пытарасшăн тăрăшать. Ăçта пулнине, çÿренине тĕрĕсне каламасть. Хăй вара пÿлĕме питĕрĕнет те ирхинеччен тухмасть. Чылай чухне пĕчĕк ача пек нăйкăшнине те илтет. Тепĕр кунне мĕн ыратни çинчен ыйтсан – нимĕн те шарламасть.
Урăх ача çуратмарĕ Надя. Коля вара ачасемшĕн пушă вăхăтне шеллеместчĕ. Вĕсемпе калаçма, шÿтлеме вăхăт тупатчĕ.
Ачасене хытă юрататчĕ иккĕмĕш упăшки, “санăн” е “манăн” тесе курман. Ама çури амăшĕ ывăлĕсене лайăх пăхатчĕ. Ывăлсем мĕн те пулин çĕмĕрсен те пĕтĕм тарăху хĕр ачасем çинче иртсе каятчĕ. Тантăшĕн ачисене çапса курман вăл халĕччен. Çавăнпа-и, тен, арçын ачасем йăвашрах ÿсрĕç, каярахпа шкулта начар вĕренме пуçларĕç. Питне сахал мар пĕçертрĕ Надя ывăл ачасемшĕн.
Вунă çултан кĕтмен-çĕртен Коля вилсе кайрĕ. Пĕверпе чирлĕ пулнă вăл, çапах та никама та систермен. Эрех-сăра пачах ĕçме юраман ăна, вăл вара чăтайман.
Çулсем иртрĕç. Тăватă ачапа тăрса юлчĕ хĕрарăм. Аслă хĕрĕпе ывăлĕ хулана тухса кайрĕç. Кĕçĕннисем шкулта вĕренеççĕ. Хуларисене укçа-тенкĕпе нумай пулăшмалла. Çавна май ял хĕрарăмĕ выльăх-чĕрлĕхне картиш тулли усрарĕ. Пĕр канăç курмасăр кашни ачи пĕр-пĕр специальность илтĕр тесе тăрăшрĕ. Аслисем çемьеллĕ, ывăлпа хĕр ÿсеççĕ вĕсен. Кĕçĕннисем те хулара вĕренеççĕ. Канăçне çухатнă хĕрарăмăн пенсие тухма та нумай юлмарĕ, çапах мĕн тăвăн, унăнах юратнă ĕçĕпе уйрăлмалла пулчĕ. Ĕçсĕр тăрса юлнăшăн мĕн чухлĕ куççуль тăкмарĕ-ши; Пысăк хуйхă-суйхă тÿсрĕ, чĕри вут-çулăмсăр çунчĕ, йĕре-йĕре куçĕсем япăх курма пуçларĕç пулин те çын умĕнче ураран ÿкмерĕ. Çулран-çул шалта капланнă йывăрлăх нимĕнпе те чакмарĕ.
... Çĕрĕпе куç хупаймарĕ Надя. Ирхине ĕçе кайнă чухне кĕске çырăва кĕсйине чикрĕ. Пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсемпе канашласа чунне уçас килчĕ унăн. Анчах вăл çитнĕ çĕре йĕтем çинче темле шăв-шав çĕкленнĕ.
– Хăвăртрах пÿрнине çыхса ямалла, унсăрăн юн нумай каять, – теççĕ пăлханнă колхозниксем. – Акă, Надя килчĕ, вăл пĕрремĕш пулăшу пама пĕлетех.
Кача пÿрнине çуррине таттарнă звеньевой. Çавăнпа та ним тăвиччен малтан çыпçăнмалла мар япалапа чĕркемелле ăна. Анчах ал айĕнче ним те çук. Кĕсьене тĕрĕслерĕ – хайхи çыру. Пуç тавра шухăшличчен таса енĕпе малтан тетрадь листине хучĕ, унтан тутăр вĕçне çурса илсе çыхса ячĕ.
Килне çитсенех пÿрнине маçсемпе сĕрсе çĕнĕрен çыхас тесе салтрĕ арçын. Арăмĕ бинт илме малти пÿ- рте кĕчĕ. Анчах мĕн амакĕ, пÿрнене чĕркенĕ хут çинче арăмĕн почеркĕ. Питĕ лайăх паллать ăна. Хыçра мĕн çырнине вуланă хыççăн урсах кайрĕ инкек тÿснĕ çын.
– Мĕн таса çын çинчен ят ярса çÿ- ретĕн; – вăрçрĕ арçын.
– Каласа пачĕ-им, тĕл пулса ĕлкĕ-ртĕр-им; – парăнмарĕ хĕрарăм.
Упăшки çырăва кăтартсан, ăна-кăна кĕтмен хĕрарăм лаштах кайрĕ. Лăпкă кăмăллă çав Ваçук, ал çыру мĕнле лекнине каласа пачĕ.
– Эпĕ, мĕн, иксĕр çывăх тесе. Ытла та чипер, сăпайлă та вăл. Ун пеккисем пĕччен пурăнаймаççех тесе..., – мăкăртатрĕ Анук.
– Ачисене пурнăç çулĕ çине пĕччен кăларчĕ, тепри пулсан..., – сăмахне вĕçлемесĕрех алне сулчĕ арçын. – Ача амăшĕ, хĕрарăм пулсан та уру çине ĕне пусман çав санăнне. Хÿтлĕх те, пулăшу та пур санăн. Çапах та каçару ыйтма ан ман çав таса хĕрарăмран, – терĕ те Ваçук, больницăна каяс тесе правленине уттарчĕ, унта района каякан машинăсем пулаççех.
– Каçар мана, Надя. Чĕрÿ çине ан ил çав сăмахсене. Эпĕ чăрмаларăм ăна. Упăшка лайăх та манăн, çавăнпа та çухатасран хăратăп, – куççулĕсене пытармарĕ Анук.
– Пуррине мĕнле те пулсан упрамалла. Вĕсемсĕр пурнăç илемĕ çук. Эпĕ, акă, хăрса типнĕ улма йывăçĕ евĕр, чунра пуш-пушă. Кунĕпе пĕччен. Хам та ватах мар, – кăмăлĕ çемçелчĕ Надьăн. Çавăнпа та шÿтлесех:
– Пĕр поэт калашле: хĕрĕх пиллĕ-кре пулсан та кăтăк пур-ха пилĕкре. Анчах мĕн тăвăн; Шăпа урăхла килсе тухрĕ. Ачасемпе мăнуксем – манăн телейĕмсем.
– Асанне!!! – ян! янраса кайрĕ йĕтем. Надьăн чĕри çак çепĕç сăмаха илтсе карт! сикрĕ. Нивушлĕ пĕчĕк Оксана! Чăн та, çул хĕрринче аслă ывăлĕпе мăнукĕ тăраççĕ. Асламăшĕ чăтса тăраймарĕ, хĕр пĕрчине хирĕç чупрĕ. Савăнăç куççулĕ йăлтăртатрĕ унăн куçĕнче.
– Нумайлăха килнĕ эпир. Ан йĕр, асаннеçĕм, – ăшшăн калаçать иккĕри мăнукĕ.
– Эй, Турă, мĕн пысăкăш савăнăç. Çакă мар-и амăшĕн телейĕ;!