Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравра тĕлĕнмелли нумай

22 июня 2013 г.

РЕСПУБЛИКА кунне халалласа йĕркелекен тĕп мероприятисенчен пĕри вăл – регионсем хушшинчи "Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курав. Унăн сумĕ çулсеренех ÿссе, хутшăнас текенсен шучĕ вара пысăклансах пырать. Кăçалхипе вăл 20-мĕш хут иртет.

Асăннă курав июнĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти "Контур" суту-илÿ- пе курав комплексĕнче ĕçлеме пуçланă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

– Çакнашкал куравсем, форумсем организаци-предприятие, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене хăйсене кăтартма, çитĕнĕвĕсемпе ыттисене те паллаштарма май параççĕ. Вĕсен çĕнĕ идейисемпе проекчĕсем вăхăт иртнĕçемĕн пурнăçланасса шанатăп. Çак мероприятие килнĕ организацисем малашне пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемешкĕн çĕнĕ килĕшÿ-сем тăвасса, ку ĕçтешлĕх икĕ еншĕн те усăллă та тупăшлă пуласса шанатăп, – тенĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ экспозицисене пăхса çаврăннă. Темиçе пайран тăракан куравра кирек кам та хăйне мĕн кирлине тата килĕшнине тупаять:строительство тата архитектура, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç, электротехника тата прибор тăвасси, транспорт, çыхăну, хими промышленноçĕ, реклама, полиграфи, массăллă информаци хатĕрĕсем, сывлăх сыхлавĕ, наука тата вĕренÿ, банксем, страховани, инвестицисем, спорт, туризм, кану... Кăçал унта пĕтĕмпе 195 компани хутшăннă, çав шутран 172-шĕ Чăваш Енрен, 23-шĕ – ытти хуларан: Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Йошкар-Оларан, Волгоградран, Самартан, Чул хуларан, Екатеринбургран тата ытти çĕртен. Италири пĕр предприяти представителĕсем те килнĕ.

"Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курава кăçал Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка тата экологие халалланă. Акă ЧР Ял хуçалăх министерстви экологи тĕлĕшĕнчен таса сĕт ярса паракан автоматпа паллаштарнă. ЧР Çут çанталăк министерствин лаптăкĕ те республика ертÿлĕхне килĕ-шни сисĕнчĕ. Вăл – тĕп экспозици. Унта хурт-хăмăр ăсти пыл туса илессин процесĕпе паллаштарнă, унтах – ачасен ÿкерчĕкĕсем. Юрăхсăра тухнă лампочкăсемпе батарейкăсене минерал шывĕпе улăштарма пулать...

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви куравра IT-отраслĕнчи юлашки пысăк проекчĕсемпе тата Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарнă. Кунтах кăмăл тăвакансем УЭК (универсаллă электрон картине) илме заявлени пама та пултарнă.

"Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курав ыран вĕçленет, çавăнпа та кăмăл пуррисем унта кирек хăш вăхăтра та кайса курма пултараççĕ.

Курава шăмăршăсем те хутшăннă. Вĕсем унта район аталанăвĕн проектне, ал ĕç ăстисен ĕçĕсене тăратнă.

Пирĕн район ял хуçалăх продукцине туса илессипе лайăх ĕçлет. Çулсерен тыр-пул, çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, сĕт, аш-какай туса илеççĕ хуçалăхсем. Пĕлтĕр 100 гектар çĕр пуçне 4177 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ (Чăваш Республикинче – 3300 пин тенкĕлĕх).

2012 çулта инвестици калăпăшĕ районта 493,137 млн тен- кĕпе танлашнă, ку 2011 çулхинчен 2,4 хут нумайрах.

Суту-илÿ енĕпе те ĕçсем лайăх пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 417,34 млн тенкĕ пулнă. Суту-илÿ вырăнĕ-семпе тивĕçтересси те ăнăçлă пынă, январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 368,5 тăваткал метр ĕç вырăнĕ хута кайнă. Çынсене тÿлевлĕ пулăшу парасси 73,48 млн тенкĕлĕх пулнă.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе илес пулсан, районта пурĕ вĕсем – 380, çав шутра 105 хресчен (фермер) хуçалăхĕ. 2012 çулта вĕсем 176 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика