Июнĕн 18-мĕшĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.Ефремова çемйинче асра юлмалли пулăмпа палăрса юлчĕ. Çак кун Анастасия Клементьевна хăйĕн 90 çулхи юбилейне палăртрĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, халăха социаллă хÿтлĕх парас тĕлĕшпе ĕçлекен районти пайĕн начальникĕ Н.Ендиеров, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Угарин Анастасия Клементьевнăна чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Фадеев тылпа ĕç ветеранне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин алă пуснă салам çырăвне пачĕ, Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче, ун хыççăнхи йывăр çулсенче ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕ, асăнмалăх парне парса чысларĕ.
1923 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьелĕнче кун çути курнăскер, А.Ефремова пурнăç йывăрлăхĕсене сахал мар чăтса ирттернĕ. Вăл хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле тылра выçăллă-тутăллă ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Анастасия Клементьевна хăйĕн юратнă мăшăрне вăрçăра çухатсан 2 пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Анчах хĕрарăм йывăрлăхсем умĕнче пуç усман – чăтăмлăх çитерсе малалла талпăннă. Колхоз производствинче ырми-канми ĕçленĕ вăл, ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çитĕнтерме, пурнăç çулĕ çине кăларма тăрăшнă. Ĕмĕр тăршшĕпех чи йывăр ĕçре – фермăра вăй хунă.
90 çулти хĕрарăм хăйĕн чăн-чăн телейне яланах çемьере курнă. Хĕрĕпе ывăлĕ ăна 7 мăнук парнеленĕ. Мăнуксен ачисем – 12-ĕн. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, фронтра пуç хунă салтак арăмĕ пулнă май, Анастасия Клементьевнăна хваттерпе тивĕçтернĕ.
Çак кун çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен ăшă сăмахсем сахал мар илтрĕ ĕçпе тыл ветеранĕ.
Унăн вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха; Ĕмĕр тăршшĕпех ыттисене ырă сунса пурăнни, çемьере килĕшÿлĕх хуçаланни, ĕçе юратни, сывă пурнăç йĕркине малти вырăна хуни, çынсене хисеплени тата пулăшма тăрăшни Анастасия Клементьевнăна пурнăçра яланах çĕнĕ вăй-хăват парса тăнă. Çак ырă енсем ăна чир-чĕре çĕнтерсе малалла пурăнма пулăшаççĕ. А.Ефремован пурнăçĕ пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.
И.ХУРАСЬКИНА.