Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют укçана хапсăннă

22 июня 2013 г.

2013 Çулхи январь-май уйă- хĕсенче районта пурĕ 90 преступлени пулнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта – 72). Преступленисен 92 процентне уçса панă.

Уйрăммăн илсе пăхсан, çын сывлăхне юриех вăтам шайри сурансем кÿнĕ, ют пурлăха вăрланă, ултавлă ĕçсем тунă (16 факт, пĕлтĕр 5 уйăхра кунашкал пĕр тĕслĕх те пулман), килте саккуна пăсса патронсем упранă, экономика тата коррупцилле преступленисем тунă, обществăлла вырăнсенче, урамсенче саккун йĕркисене пăснă, ÿсĕр çынсем, ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине тухнă тĕслĕ-хсем кăçалхи 5 уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах пулнă. Вĕлерессипе хăратасси, уççăн çаратасси, малтан судпа айăпланнисем, ниçта та ĕçлеменнисем кукăр çул çине тăрасси чакнă. Хĕнесе асаплантарса пурăннă (2-шер факт), растрата тунă (пĕрер факт) тĕслĕ-хсен шучĕ пĕрешкел юлнă.

Йывăр преступленисенчен сыхланса çын çине алă çĕкленĕ фактсене (РФ УКĕн 115 тата 116 статйисемпе никĕсленсе тăраканнисене) ытларах тупса палăртма тăрăшатпăр. Сăмахран, пĕлтĕр 5 уйăхра çакнашкал 16 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта – 27. Май уйăхĕнче кăна кунашкал 9 факта регистрациленĕ. Вĕсенчен 4-шĕ упăшки арăмĕ çине, 2-шĕ арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăм çине алă çĕкленипе çыхăннă. Арçынсем хĕрарăмран вăйлăрах пулнине кăтартма хăтланнă. Анчах та ку вăл суд сакки çине ларасси, биографире ĕмĕрлĕхех «судпа айăпланнă» текен тĕксĕм паллă хăварасси патне илсе пырать. Патирекре вара ывăлĕ хăйĕн ашшĕне тапкă-çупкă «тутантарнă». Хăйне ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн, пур енĕпе те лайăх тума тăрăшнăшăн ашшĕ- не çапларах «тав тунă» вăл. Энтĕ-рьелĕнче тата Шăмăршăра тепĕр çыннăнне укçа вăрланă фактсем тăрăх, РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕçсем пуçарнă. Халĕ следстви ĕçĕ пырать. Ют укçана хапсăнни хака ларнине арçынсем суд залĕнче лайăх ăнланса илĕç.

С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика