КăÇал 5 уйăхра район территорийĕ-нче авари тăвасси кăштах ÿснĕ. Сăмахран, пĕлтĕр январь-май уйăхĕсенче 4 аварие шута илнĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта – 6. Шел, кăçалхи аварире пĕр çын вилнĕ (пĕлтĕр вилнисем пулман). Аманнисен шучĕ пĕрешкелех юлнă – 5-шер çын инкек тÿ- снĕ.
2013 çулхи аварисенчен 3-шĕ – транспорт хатĕрĕ çаврăнса ÿкнипе, 2-шĕ – чăрмава пырса тăрăннипе, пĕри çынна вилмеллех çапса хăварнипе çыхăннă. Аварисенчен 3-шĕ федераллă автоçул çинче пулса иртнĕ. Ял урамĕнче, республика тата район пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пĕрер авари пулнине регистрациленĕ.
Çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх ГИБДД сотрудникĕсем пурĕ 928 протокол çырнă. Водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе – 47 протокол, хăвăртлăх йĕркине пăснипе – 195, палăртнă вырăнта çуран çÿрекенсене çул паманнипе – 17, салонра хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе – 127, штрафа вăхăтра тÿ- леменнипе – 21, çуран çÿ- рекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе 38 протокол хатĕрленĕ.
Кăçал 5 уйăхра 27 çын водитель удостоверенийĕсĕр юлнă. Çак шутран 23-шĕ руль умĕнче ÿсĕр пулнă, 3-шĕ ÿсĕр е ÿсĕр мар пулнине тĕрĕслеттерме медицина учрежденине кайма килĕшмен. Çавăн пекех, миравай судья йышăнăвĕ- пе килĕшÿллĕн, кăçал 11 водителе 15 талăк таранччен административлă майпа арестленĕ. Вĕсенчен 5-шĕ руль умне «çуттине» ĕçнĕ хыççăн ларнă е водитель удостоверенийĕ пулман. 2 çыннăн авари вырăнĕнчен тарса кайнăшăн, пĕрин штрафа темиçе хутчен те вăхăтлă тÿлеменшĕн «канма» тивнĕ.
Май уйăхĕнче районта 2 авари пулса иртнĕ. Федераллă автоçул çинче, çĕрле 22 сехетре, Чулхула облаçĕн çынни тытса пынă 14-мĕш модельлĕ «Жигули» вăрмантан тухнă пăши çине пырса тăрăннă. Аманнă арçынна больницăна леçнă, автомашини юрăхсăра тухнă. Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсем хушшинче çăмăл автомашина водителĕ руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе инкек курнă. Хăвăртлăха кирлинчен ытла ÿстермен, çул çинче тимлĕхе çухатман пулсан, çак аварисем, паллах, пулмастчĕç.
Халĕ ачасен каникул тапхăрĕ пырать. Нумай чухне вĕсем урамра çÿ- реççĕ, выляççĕ. Çавна май водительсене урамсенче питĕ асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Çул тăрăх велосипедпа тата скутерпа ярăнса çÿрекен ачасене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр. Ашшĕ-амăшĕн ачасене тимлĕх пирки асăрхаттарсах тăмалла.
Н.РУБЦОВ,
полицин районти уйрăмĕн ГИБДД службин аслă инспекторĕ.