(Малалли. Пуçл. 51-52, 55-56, 60-64, 67-69 номерсенче.)
1976 çулхи Октябрь уявĕ тĕлне райĕçтăвком коллективĕ çĕнĕ çурта куçма хатĕрленнĕ. Райĕçтăвкомăн кивĕ çуртне районти шалти ĕçсен пайĕн коллективне куçарма хатĕрленнĕ. Анчах та çак ĕмĕт пурнăçланайман...
1976 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче, çĕрле 2 сехетре, райĕçтăвком çуртĕ-нчи электричество системинчи юсавсăрлăха пула пушар тухнă. Вутра райĕçтăвком çурчĕ, унти мĕн пур пурлăхпа документсем çунса кĕлленнĕ. Çак пушаршăн камăн та пулсан явап тытмалла пулнă. Республикăри ответлă органра В.Захаров айăплă тесе йышăннă.
Вячеслав Кириллович çакна хирĕçлесе парти обкомне çыру çырса янă, райĕçтăвком çуртĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тепĕр çын яваплă пулнине çирĕплетсе панă. Кунсăр пуçне хăйĕн тĕрĕслĕ-хне кăтартма республика прокурорĕ тата Верховнăй Канаш Президиумĕн Председателĕ патне те çитнĕ. Пур çĕрте те Вячеслав Кирилловичăн айăпĕ пулманнине çирĕплетсе панă. «В.Захаровăн нимле айăп та çук», – тесе йышăннă.
Вячеслав Кириллович хăйĕн должноçĕнчех юлнă. Часах парти райкомĕн секретарĕ те улшăннă. И.Пугачев вырăнне парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма И.Журавлева çирĕплетнĕ.
Çав çулсенче кадрсене улăштарса çĕнетесси планпа килĕшÿ-ллĕн пынă. Колхоз председателĕсен тата МПМК пайщикĕсен пухăвĕнче, парти райкомĕ сĕннипе, В.Захарова МПМК начальникне суйланă.
Вячеслав Кирилловичăн организаторла хăнăху пысăк пулнă. Строительство ĕçне те вăл пысăк хастарлăхпа пуçăннă. Кая юлса пынă организацие вăл кĕске хушăрах малтисен йышне кĕртнĕ.
Вячеслав Кириллович строительство организацийĕн пурлăх никĕсне çулран-çул сисĕмлех çирĕ-плетсе пынă. Машинăпа трактор паркĕ строительствăн чи çĕнĕ техникипе пуянланнă.
МПМК строителĕсем валли хваттерсем тăвасси те манăçа юлман – çуллен 18-шар хваттерлĕ çурт хута кайнă. Организацире ĕçлекенсем пурте хваттер илнĕ.
Строительство ĕçĕсем пирки аса-илÿ тетрадĕнче В.Захаров çапларах çырнине вулама пулать: «1976-1984 çулсенче районти колхозсенче выльăх-чĕрлĕхĕн 7 комплексне туса хута янă. Вĕсенчен кашниех 1 миллион тенкĕ патнеллех тăрать. Комплекссенчен 5-шĕ – шултра мăйракаллă выльăхсем тытмалли, 2-шĕ – сыснасем ĕрчетмелли. Кунсăр пуçне 8 шкул, 4 ача сачĕ, 2 культура çурчĕ, тырă упрамалли 1 склад, техника юсамалли 1 мастерской, силос хумалли 12 траншея, хăна çурчĕ, «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕн пурлăх никĕсĕ, больница комплексĕ, ГАИ постчĕ, газ участокĕн административлă çурчĕ, склачĕсемпе гаражĕсем тунă. Асанкассинче тимĕрпе бетон плитасенчен 3 çухрăм çул сарни те çак ял çыннисене пысăк пулăшу панă. МПМК начальникĕн должноçĕнчен кайнă чухне патшалăхăн перекет банкĕнче ирĕклĕ укçа – 1 миллион тенкĕ юлчĕ.
Начальникра ĕçленĕ тапхăрта эпĕ кирпĕч заводне МПМК çумне пĕрлештересшĕнччĕ, унăн пурлăх никĕсне çирĕплетесшĕнччĕ. Ирĕк памарĕç, темрен хăрарĕç. Шел...»
В.Захаров çĕнĕ ĕçе – парти райкомĕн ял хуçалăх пайĕн заведующийĕн должноçне куçарнă. «Ман хыççăн МПМК пĕр çул хушшинчех юхăнса кайрĕ, – çырнă малалла пăшăрханнă В.Захаров. – Ирĕклĕ укçана усăсăр салатса пĕтерчĕç.
Е.СЕТРИВАНОВ.
(Малалли пулать.)