22 июня 2013 г.
Июнь. 24-30
Сурăх. Пурнăç улшăнĕ. Унччен чĕре тĕпĕнче пытаннă туйăмсем çиеле тухĕç. Юратнă çынпа хăвăрăн хушăрти хутшăнусем çинчен калаçатăр. Ку, сирĕн шухăшпа, хальлĕхе чи çивĕч ыйту. Ĕçре малалла аталанмашкăн май пулĕ. Çакăнпа усă курăр, вăй-хала ан хĕрхенĕр. Асăрхануллă пулни пăсмĕ, мĕншĕн тесен сире ăмсанакансем пур.
Вăкăр. Ку эрнере эсир кăшт вылянчăк шухăшлă пулни шÿте ăнланман хăш-пĕр çынна тарăхтарĕ. Кăмăл ыйтнине тĕплĕн шухăшламасăр ан пурнăçлăр – йăнăшма пултаратăр. Сывлăх çинчен эрне пуçламăшĕ-нчех шухăшлăр, вăйран кайичченех тăрмашма кирлĕ мар. Эрне кун интереслĕ чылай шухăш пуçа кĕрĕ – хăш-пĕрне чăна çавăрсан аванччĕ. Эрнипех ĕçленĕ хыççăн вырсарни кун çемьепе пĕрле канни усăллă пулĕ.
ЙĔкĔреш. Хăвăра хăвăр «çук» теме пĕлни эрне пуçламăшĕнчех йăнăшран хăтарĕ. Ытлари кун эсир кампа та пулин пĕр чĕлхе тупайманнине асăрхаттараççĕ çăлтăрсем. Ахăртнех, Йĕкĕрешсем палăртнă вырăна вăхăтра çитеймĕç. Кĕçнерни кун витĕмлĕ çынсемпе курнăçма май пулĕ.
Рак. Эсир малаллах тапаçланатăр – çитĕнĕве çак эрнере куратăр. Ĕçлĕ калаçусене тата мероприятисене хутшăнма хатĕрленĕр. Кирлĕ-кирлĕ маршăн ан пăшăрханăр. Вăхăт иртсен кашни япала хăйĕн вырăнне ларĕ. Мăн кăмăлланни вырăнсăр. Хăш-пĕр чухне çăвара шыв сыпни те, çын шухăшĕпе килĕшнине кăтартни те усăллă. Кăмăла хăпартмашкăн мĕн те пулин улăштарма ан хăрăр.
Арăслан. Эсир темĕн çинчен те шухăшлатăр, тавра курăм анлă. Проектсем хатĕрлеме палăртатăр. Анчах вĕсем пирки никама та ан калăр – сире курайман çынсем пур. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явма ан васкăр, тепĕр эрнере тĕплĕн шухăшланă хыççăн тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăваятăр.
ХĔр. Шел те, кĕтмен улшăнусене пула çухату тÿсме тивĕ. Ахăртнех, çак эрнере Хĕрсем укçа-тенкĕ усăсăр тăкаклĕç е çухатĕç. Çавăнпа та килĕшÿсем алă пусма, хаклă тавар туянма ан васкăр. Чĕлхене çыртма пĕлĕр, вăрттăнлăхсене никама та ан уçăр. Кĕçнерни кун сирĕн çине темиçе ĕç те тиенĕ. Анчах пурне те пĕр харăсах пурнăçлама тивни сире усă кÿрĕ-ши;
Тараса. Тахçанах палăртса хунине çак эрнере тинех пурнăçлаятăр. Карьера пусмипе хăпармашкăн меллĕ самант. Пуçарулăха кăтартăр, унсăрăн çурăк валашка умĕнче тăрса юлатăр. Пултарулăхпа çыхăннă ĕçре тăрăшакансене юн кун ăнăçĕ. Çăлтăрсем эрне кун чуна уçмалла маррине систереççĕ.
Скорпион. Тарăхăва сирĕр, тăвансемпе ĕçтешсем мĕн сĕннине лайăх ăнланма тăрăшăр. Вĕсен шухăшĕпе килĕ-шни, тен, халех мар пулин те, сире усă кÿрĕ. Эрне вĕçĕнче кунĕпе тенĕ пекех сирĕн пата шăнкăравлĕç, хăнасене йышăнма хатĕрленĕр, тен, юлташсемпе курнăçатăр.
УхăÇă. Юрату эрни. Мăшăрăрпа (савнийĕ-рпе) сирĕн хушăри туйăмсем татах хĕрÿленĕç. Ĕçри çитĕнÿсем те сире савăнтарĕç. Пуçлăхăр сире тăрăшулăха курса хавхалантарĕ. Анчах çăлтăрсем асăрхаттарнине асра тытăр: хăвăрăн ĕçе ыттисене шанса пани тăкак кÿрĕ.
Ту качаки. Пĕлĕшĕрсем тата ĕçтешĕ-рсем сирĕн çинчен сăмах сарма хăтланĕç. Паллах, çакă кăмăлăра кăшт пусарĕ. Апла пулин те кирлĕ-кирлĕ мара сÿпĕлтетме юратакансене вырăна лартаятăр. Эсир савăнăçлă пулни вĕсене тарăхтарĕ. Зодиакăн çак паллин тапхăрĕнче çуралнисем ырă ĕç тума тăрăшаççĕ.
Шыв тăкан. Çине тăрса ăнтăлсан ĕçсем пыл та çу пекех пулĕç. Эсир тахçан кама та пулин пысăк пулăшу кÿнĕ-и; Эппин, ан иккĕленĕр, вăл та сире халĕ алă парĕ. Эрне вĕçĕнче çĕнĕ тус-юлташ тупатăр. Сирĕн хутшăнусем çирĕп пулĕç. Канмалли кунсенче çĕнĕ ĕçе пуçăнни аван.
Пулăсем. Ку эрнере сире тăвансем те, тахçанхи тус-юлташ та, пĕлĕшсем те аса илĕç. Çавăнпа ан тĕлĕнĕр: телефон пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăртатĕ, хăнасем килĕç, урамра та ăнсăртран тĕл пулсан чарăнма тивĕ. Шăмат кун хутшăнусене çирĕплетме меллĕ. Ăнсăртран тухнă пăтăрмахсемшĕн пуçа ан ыраттарăр, вĕсем хăйсемех сирĕлĕç.