Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Раççей çăл куçĕсем» – уяв илемĕ

26 июня 2013 г.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXI фестивальне уçнă çĕре хутшăннă.

Савăнăçлă уява çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Енĕн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата официаллă ытти çын хутшăннă.

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕ-сем» фестивалĕ Раççейĕн культура уçлă- хĕнче уйрăм вырăн йышăнать, çулленех тĕрлĕ енлĕрех, тарăн шухăшлăрах пулса пырать. Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасене вăл наци культурисен илемĕпе пуянлăхне курма май парать, пултарулăх коллективĕсен хушшинчи культура çыхăнăвĕ-сене аталантарма, илемлĕх тĕлĕшĕнчи пуянлăхпа пĕр-пĕрне паллаштарма, пирĕн çĕр-шывăн культурине, ăс-хакăлне упраса хăварма пулăшать. Фестиваль уçăличчен унта хутшăнакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе Шупашкар хулин тĕп проспекчĕ тăрăх утса тухнă.

Михаил Игнатьев професси коллективĕ-сен пултарулăх проекчĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене (кашниех 2856 пин тенкĕпе танлашать) илме свидетельствăсем панă.

«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль июнĕн 23-24-мĕшĕсенче иртнĕ. Кăçал унта Раççей Федерацийĕнчи 27 регионти 29 коллектив тата Беларуçри 1 коллектив, пĕтĕмпе 700 ытла çын хутшăннă. Çавăн пекех уяв мероприятийĕсене Чăваш Республикинчи 200 ытла коллектив (4 пине яхăн çын) хутшăннă. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăннисен хушшинче пирĕн пата нумай çул килекен коллективсем пур, кусем – Чĕмпĕр облаçĕнчи «Шанăç» халăх ансамблĕ, Карел Республикинчи «Karjala» фольклорпа этнографи ансамблĕ, Киров облаçĕнчи «Слобода» фольклор ансамблĕ, Брянск хулинчи «Бабкины внуки» вырăс юррин ансамблĕ тата ыттисем.

Июнĕн 24-мĕшĕнче фестиваль мероприятийĕсем Шупашкар хулинчи 6 концерт лапамĕнчеиртнĕ. Фестивале килнĕ хăнасем çак кун Тăвай районĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Пирĕн районтан çак пысăк уява Пуянкассинчи «Ахаяс» халăх фольклор (ертÿçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Н.Федотова), Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав» фольклор (Г.Петькова), Кивĕ Чукалти "Пилеш" фольклор (Н.Захарова) коллективĕсем, Васанти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи Тихоновсен çемье ансамблĕ, Пуянкассинчи Н.Андреев купăсçă тата Шăмăршăри вăтам шкулти ачасен кăтартуллă «Фламинго» ташă ансамблĕ (ертÿçи В.Кузьмина) хутшăннă.

Пирĕн районти коллективсем ыттисемпе пĕрле Шупашкар хулине – 500 çул ячĕллĕ паркри Акатуй программине уçса, вăйă картинче çаврăннă.

«Ĕмĕрсен эрешĕсем» фольклор фестивалĕнче – вăл Анне палăкĕ умĕнче иртнĕ – пирĕн фольклор ушкăнĕсем яланхи пекех хăйсене лайăх енĕпе кăтартнă, халăха илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Тихоновсен çемье ансамблĕ юрăпа такмаксен композицийĕпе килентернĕ.

«Ай, ташлар-и!» халăх пултарулăх фестивалĕн гала-концертĕнче – ăна Хĕрлĕ лапамра йĕркеленĕ – «Фламинго» ташă ансамблĕ тутар тата аджар ташшисемпе пысăк ăсталăх кăтартнă. Çак гала-концертрах Н.Андреев купăспа чăваш кĕввисене кăмăла каймалла выляса панă.

Оперăпа балет театрĕ çывăхĕ-нчи «Юрă лапамĕнче» кашни район курав йĕркеленĕ. Шăмăршăсен çурт-йĕр декорацийĕ умĕнчи тырă акмалли, вырмалли, çапса тĕшĕлемелли, авăртмалли тата ытти ĕç хатĕрĕсемпе уява килнисем кăсăкланса паллашнă. Васанти хĕрарăмсен вокал ушкăнĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Г.Ларшников купăспа аккомпаниатор пулса ертсе пынипе, хăнасене илемлĕ чăваш юррисемпе кĕтсе илнĕ. Тĕпчев ĕçĕнчи хастарлăхшăн çак уявра, Чăваш Республикин наукăпа искусство халăх академийĕн президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Герман Николаевича виççĕмĕш степеньлĕ Николай Васильевич Никольскийĕн орденĕ- пе наградăланă.

Уявра пысăк ăсталăхпа палăрнă май, пирĕн районти фольклор коллективĕсемпе ансамбльсене тата купăсçăна сумлă Дипломсем парса чысланă.

Хамăр корр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика