Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ăслисен» шучĕ ÿсет

26 июня 2013 г.

Çĕнĕ технологисем пирĕн пурнăçа шанчăклă кĕрсе пынинчен тĕлĕнме пăрахрăмăр ĕнтĕ. Паян вĕсемпе ватти-вĕтти таранах усă курать. Республика кунĕ умĕн хулари общество транспорчĕн темиçе чарăнăвĕнче çĕнĕ павильон хута кайнăччĕ. Халăхра ăна «Ăслă чарăну» теççĕ. Июнĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти «Мода çурчĕ» чарăнура та çавăн евĕрлĕ тепĕр павильона савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Вăл – республикăпа шĕкĕр хуламăрăн ертÿлĕхĕпе Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пĕрлехи проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă нумай функциллĕ павильон. Ăна питĕ çирĕп каркасран тунă. Шалта хăтлă, талăкĕпех ĕçлекен 3 банкоматпа ИПТ-терминал вырнаçтарнă. Банкомат урлă тĕрлĕ операци ирттерме пулать: ЖКХ, çыхăну пулăшăвĕшĕн, Интернетшăн, телеканалсемшĕн тÿлеме; налуксемпе, штрафпа татăлма; кредит парăмне хывма; пĕр счетри суммăна теприн çине куçарма; он-лайн-пулăшушăн укçа куçарма.

Кунтах – электричество табло. Хулари троллейбуссене ГЛОНАСС тытăмĕпе çыхăнтарнăран хăв кĕтекен маршрутри транспорт чарăнура хăш вăхăтра пулассине, сывлăш температурине пĕлетĕн. Пассажирсемшĕн тăрăшни çийĕнчех курăнать: павильонра кондиционер вырнаçтарнă, кĕтмелли вырăн та меллĕ, хăтлă. Унсăр пуçне хулара пурăнакансем тÿлевсĕр WI-FI зона урлă патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе чăрмавсăр çыхăнĕç.

Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ хăйĕн терминалĕсемлĕ павильонсене хальлĕхе виçĕ чарăнура вырнаçтарнă – «Энергозапчасть», «Коопераци институчĕ», «Мода çурчĕ». Çитес вăхăтрах ун пеккисем «Дорисс-парк» тата «Раща» чарăнусенче пулĕç.

«Мода çурчĕ» чарăнури павильона уçма Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри 8613-мĕш уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Киргизов хутшăннă, уйрăм пуçлăхĕн çумĕ Артем Пищик павильонпа, унăн

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика