Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туй – çĕнĕ çемье пуçламăшĕ

26 июня 2013 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче тутарсен туйне регистрациленĕ. Ăна авалхи тутарсен йăли-йĕ-ркине тĕпе хурса йĕркеленĕ. «Айăпа» кĕнисем Палтиел ял тăрăхĕнчи – Ранис Шайдулловпа Рилия Мухаметзянова. Икĕ çамрăк аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн йăлине тĕпе хурса, манăçа кăлармасăр чаплă туй тума малтанах калаçса татăлнă. Хĕрпе каччăн ырă шухăшне ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем те ырласа йышăннă. Паллах, ертсе пыма тутар çыннине Гельсине Сагдеевана ыйтнă. Туй чăнах та шеп пулнă.

Çамрăк мăшăра саламласа тутар юррисем шăраннă, хÿхĕм ташăсем çаптарнă. Чак-чак та (хĕр хăналакан апат) кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. «Çак апат пек сирĕн пурнăçăр пылак пултăр», – тесе суннă, хĕрпе качча пылпа услам çу хыптарнă.

Тутар туйĕнче чи пĕлтерĕшли – никах, тĕн йăли-йĕ- рки. Никаха хĕр килĕнче мулла ирттернĕ, Коранри йĕркесене вуланă. Тутарсен çакнашкал ирттернĕ туйĕ-сем çирĕп пулаççĕ, çемье килĕшÿпе татулăхра пурăнать.

ЗАГС ĕçченĕсем çамрăк çемьене нумай-нумай çул пĕр-пĕрне юратса пурăнма, ача-пăчаллă пулма суннă.

Е.ФЕДОРОВА, райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика