Виçпÿрт Шăмăршăри Ленин урамĕнчи Бориспа Любовь Поляковсем – ĕçчен çынсем. Хальхи вăхăтра çемье кил картинче шултра мăйракаллă выльăхсем 7 пуç таранах. Вĕсенчен пĕри – сăвăнакан ĕне, 2 пушмак, çитĕннĕ 2 вăкăр, икĕ пăру. Кунсăр пуçне 20 сурăх, 2 пуç ама сысна, пĕр пуç сысна аçи, йышлă хурсемпе чăх-чĕп усраççĕ.
Çуллен аш-какай, куллен сĕт сутни 3 ачаллă туслă çемье бюджетне хушма укçа-тенкĕпе пуянлатма май парать. Поляковсен аслă хĕрĕ, Оксана, педагогика университетĕнче вĕренет. Ывăлĕ, Радик, нумаях пулмасть арçынсен сумлă тивĕçне пурнăçласа çар службинчен таврăнчĕ. Вăл, салтака кайиччен Шупашкарта техникумра вĕреннĕ-скер, кĕркунне каллех унта таврăнса малалла пĕлÿ илме ĕмĕтленет. Хальхи вăхăтра вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çине тăрсах йышлă выльăх- чĕрлĕх валли утă хатĕрлет. Хĕрÿ ĕççинче çемьери кĕçĕн ача та, Кристина, – вăл Шăмăршă вăтам шкулĕ- нче ăс пухать – вăй çитнĕ таран пулăшать. Студентсен çуллахи каникулне килсенех Оксана та ут çине хутшăнĕ. (Поляковсем хăйсене пай шучĕпе тивĕçекен 4 гектар ытла çĕр çине нумай çул ÿсекен курăксен вăррине акса хăварнă).
Поляковсен çемйи çитĕннĕ вăкăрсемпе ăратлă сысна аçи усрани ял-йыша та усă кÿрет. Ял çыннисем хăйсен выльăх-чĕрлĕхне вĕсемпе пĕтĕлентереççĕ. Ĕçчен çемье çавăн пекех ама сыснасене çăвăрлаттарса, çуллен сысна çурисем те сутать.
Çемье çуллен тухăçлă çĕр улми, чĕкĕнтĕр, пахча çимĕç ÿстерсе çитĕ-нтерет. Сад пахчи улма-çырлапа савăнтарать.
Поляковсен пысăк та хăтлă çурчĕн йĕри-таврашне тĕрлĕ чечексем илем кÿреççĕ. Кил хуçи арăмĕ, Любовь Геннадьевна, вĕсене яланах юратса пăхать. Чечексене шăварма, çум курăкран тасатма Кристина хĕрĕ те пулăшать.
Çемьен кил хуçалăхĕнче Т-25 трактор та пур. Кил хуçи, Борис Николаевич, ăна яланах тирпейлĕ тытать. «Хурçă ут» выльăх çими хатĕрлессинче çемьене сисĕмлĕ пулăшу парать. Б.Поляков хăйĕн тракторĕпе ял çыннисене сажалкăпа çĕр улми лартма, ăна культиваторпа çемçетсе кăпкалатма, курăк çулма, ăна тавăрса типĕтме, пуçтарма, утă турттарма пулăшать. Ÿркенменшĕн, лайăх пахалăхпа ĕçленĕшĕн Борис Николаевича ял çыннисем мухтаççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ.
В.МУЛЕНДЕЕВ,
ĕç ветеранĕ. Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ.