Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе тыл ветеранĕ

26 июня 2013 г.

(Вĕçĕ. Пуçл. 51-52, 55-56, 60-64, 67-69, 72-73

номерсенче.)

Хăш-пĔр техникăна кĕске вăхăтрах çĕмĕрчĕç, шутран кăларчĕç. Çак тĕксĕм ÿкерчĕке кура, район ертÿçисем мана каллех малтанхи должноçа куçма, МПМК начальникĕ пулма сĕнчĕç. Анчах та эпĕ çак организацие малтанхи шая çĕклеме нумай вăхăт кирлине, каллех темиçе çул канăçа пĕлмесĕр ĕçлемеллине ăнланса, килĕшмерĕм...»

Чăнах та, В.Захаров начальникре ĕçленĕ тапхăрта строительство организацийĕн ят-сумĕ пысăк пулнă. XI пилĕкçуллăх планĕсене туллин те ăнăçлă пурнăçланăшăн МПМК коллективне Чăваш АССРĕн XI пилĕкçуллăхри ĕç-хĕлĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Вячеслав Кирилловича мухтаса «Советская Чувашия» хаçатăн 1984 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче пичетленнĕ «Кредит доверия» статьяра çырнă. Çав çулсенче В.Захаров икĕ хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçине» паллăпа, Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.

1984 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа Вячеслав Кириллович парти райкомĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçинче ĕç биографине малалла чыслăн тăснă. Колхоз председателĕнче тата строительство организацийĕн начальникĕнче чылай çул ĕçлесе производство ертÿçин пуян опытне пухнăскершĕн çак должноçри ĕç çĕнĕлĕх пулман. Пĕрремĕш кунсенчен тытăнсах В.Захаров районти ытти службăсемпе пĕрле çине тăрсах колхозсене хуçалăх расчечĕ çине куçарас енĕпе вăй хунă. Ку вăл çав çулсенчи патшалăх политики пулнă. Маларах патшалăх коллективлă хуçалăхсен производствине малалла аталантарма, техника туянма, çĕнĕ объектсем тума, ĕç укçи тÿлеме укçа-тенкĕ шеллесе тăман.

1985 çулта пирĕн çĕр-шывра çĕнетÿ тапхăрĕ (перестройка) пуçланнă. Пушă калаçусем нумай пулнă, анчах лару-тăру нихăш енĕпе те лайăх еннелле улшăнман. Ертÿçĕсем ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме пĕлмен. Халăх вара кивĕлле пурăнасшăн пулман. Ерипен-ерипен çĕр-шыв политика депрессине тата кризиса кĕрсе пынă, таварсем туса кăларасси чакнă.

Парти райкомĕсенче производство пайĕсене пĕтернĕ. 1988 çулта В.Захаровăн ĕç вырăнне пĕтерсе, хăйне пенси çулĕ çитичченех, аллă тăххăртах, тивĕçлĕ канăва янă.

Кăштах вăхăт иртсен ăна патшалăх страхованийĕн районти инспекцийĕн ертÿçи пулма çирĕплетнĕ. Çĕнĕ ĕçе алла илме ăна вăхăт пит нумаях кирлĕ пулман. «Гранит» фирмăн» районти филиалĕн коллективĕ, Вячеслав Кириллович ертсе пынипе, тĕрлĕ енлĕ страховани планĕсене çулран-çул ăнăçлă пурнăçласа пынă. Çулталăкри ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăра мала тухнăшăн коллектива куçса çÿрекен ялав парса чысланă.

В.Захаров тăрăшнипе Госстрахăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне туса хута янă, пÿлĕмсене сĕтел-пуканпа пуянлатнă.

1996 çулхи февральте, çамрăксене çул парас тесе, утмăл улттăри Вячеслав Кириллович çак ĕçрен хăйĕн ирĕкĕпе тухнă. Кун хыççăн вăл музейсен методисчĕ пулса ĕçленĕ. Çак должноçра вăй хунă тапхăрта В.Захаров унчченхи прокуратура çуртĕнче район историйĕн музейне йĕркелесе янă.

2000 çултанпа Вячеслав Кириллович тивĕçлĕ канура. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 55 (!) çулпа танлашать. Ĕмĕр тăршшĕпех тÿрĕ кăмăлпа, пысăк пуçарулăхпа тата пултаруллăн ĕçленĕшĕн В.Захарова Тăван çĕр-шывăн, Чăваш Республикин тата районăн чылай наградипе чысланă.

Мăшăрĕпе, Зоя Николаевнăпа, 3 хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсене пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Çак пысăк статьяна вĕçлес умĕн эпĕ Захаровсем патне кайса килтĕм. Вĕсен çурчĕ Шăмăршăри ытти пÿртсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Хуралтă таврашĕ те пит курăмлах мар. Хăй вăхăтĕнче районта питĕ яваплă должноçсенче ĕçленĕ пулсан та, Вячеслав Кириллович хăйĕншĕн питех тăрăшманни тÿрех курăнчĕ. Автомашина та çук. Пÿрте кĕрсен Захаровсем мана тÿрех сĕтел хушшине ларма сĕнчĕç. Мана техĕмлĕ чейпе, тутлă çимĕçсемпе сăйланă май, кил хуçипе унăн мăшăрĕ манпа кăмăллăн калаçрĕç. Вячеслав Кирилловичпа Зоя Николаевна ăшă чун-чĕреллĕ çынсем пулни, вĕсем пĕр-пĕриншĕн çутă тĕнчене килни тÿрех сисĕнчĕ. Кил хуçине сăнанă май, çакна та ăнланса илтĕм. Вăл нихăçан та хăйĕн валли чаплă кермен туса лартасси, курăмлă автомашина туянасси, тупра пуçтарасси пирки шутламан. Обществăшăн тата халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси Вячеслав Кирилловичăн пурнăçĕнче яланах малти вырăнта тăнă. Унăн пурне те ырă сунакан, тĕрĕслĕхшĕн çунакан чун-чĕри ăна пурнăç тăршшĕпех çак çул-йĕртен пăрăнма паман.

Е.СЕТРИВАНОВ,

ветерансен районти канашĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика