15 декабря 2012 г.
ДЕКАБРĔН 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çуллен Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне яракан Çырăва вуласа панипе çыхăннă церемоние хутшăннă.
Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче çĕр-шыв аталанăвĕн малашлăхĕпе çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. «XXI ĕмĕрте тĕнчере экономика, цивилизаци, çар хăвачĕ çĕнĕлле шайлашнă май Раççейĕн суверенлă тата витĕмлĕ çыр-шыв пулмалла. Пирĕн шанчăклă аталанмалла кăна мар, наци тата ăс-хакăл тĕлĕшпе хамăрăн уйрăмлăха упраса хăвармалла, наци пулса упранса юлмалла. Раççей пулса юлмалла», – тенĕ патшалăх Пуçлăхĕ.
Раççей Президенчĕ çĕр-шывра, федерацин кашни субъектĕнче пайăррăн демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине палăртнă.