Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен – 2-мĕш вырăнта

29 июня 2013 г.

Чăваш Ен Интернетпа çыхăнтарнă çурт-йĕр шучĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен рейтингĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Ку – Росстатăн 2012 çулхи тĕпчевĕн кăтартăвĕсем.

Ведомство пĕтĕмлетнĕ тăрăх – республикăри Интернетпа çыхăнтарнă кил хуçалăхĕсен тÿпи 65,4 проц. танлашнă. Удмурти çеç Чăваш Енрен маларах. Кÿршĕ регионта халăхăн 70 проц. йышĕ виртуаллă тĕнчене килти компьютерсенчен тухать. 3-мĕш вырăнта – Самар облаçĕ (64,2 проц.). Сетьпе çыхăнмалли майсен чи пĕчĕк тÿпи – Пенза облаçĕнче (37 проц.) тата Мари Элта (42,8 проц.).

Чăваш Енре пурăнакансем Интернетпа усă курса ытларах социаллă сетьсенче хутшăнаççĕ (93 проц.), хыпарсемпе паллашаççĕ (74 проц.), фильмсем, кĕвĕсем тата вăйăсем çыртарса илеççĕ (74 проц.). Йышăн 42 проц. Интернетра таварсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе çыхăннă информаци шырать, Интернет-лавккасемпе усă курать. Республикăра пурăнакансен 14 проц. влаç органĕсен сайчĕсенчен информаци илет, унта документсем хатĕрлет.

Тĕпчеве округри 9,4 пин кил хуçалăхне явăçтарнă, çав шутра 500-шĕ – Чăваш Енрисем. Респондентсем анкетăсенчен хуравсен темиçе вариантне суйласа илме пултарнă.

К.ЗИНОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика