Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хресчене çанталăк та пулăшать

29 июня 2013 г.

Çу кунĔсем – выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрÿ тапхăр. Хуçалăхсен ĕçченĕсене ку тĕлĕшпе çанталăк та пулăшать темелле: хĕвеллĕ те уяр кунсем тăраççĕ. Ĕçле кăна!

Халăхра каларăшле, складсене чей пек паха утă кĕрет. Нумай çул ÿсекен курăксене тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче икĕ пин ытла гектар çинче çулмалла пулсан, хальлĕхе вĕсене çуррине ытла паккуссене хывнă. Çак енĕпе «Восход», «Исток» хуçалăхсенче ĕçсем ăнăçлă пынине палăртса хăварма кăмăллă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене илес пулсан, утă çи пур çĕрте те начар мар пырать. Чылайăшĕ хăйсен лаптăкĕсене çулса пĕтернĕ те ĕнтĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Вазанов каланă тăрăх, выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма 2625 тонна утă, 17900 тонна сенаж, 3800 тонна силос хатĕрлесе хăварма палăртнă. Паянхи куна складсене палăртнин çурринчен ытларах утă упрама хунă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ăна палăртнинчен ытларах та хатĕрленĕ.

Утă пуçтарса кĕртнипе пĕрлех «Исток» ОООра сенаж хывма та пуçăннă. Ăна 3000 тоннăран кая мар хывмалла пулсан, траншейăри ешĕл масса хисепĕ ÿссех пырать. Хуçалăхра сенажа технологие çирĕп пăхăнса хатĕрлеççĕ.

Кашни хуçалăхрах тенĕ пекех хура пусăсем хăварнă. Хальлĕхе вĕсене «Восход» хуçалăхра çеç пĕтĕм лаптăк çинче ĕçе кĕртнĕ – 50 гектар. Районĕпе вара çак ĕçе 832 гектар çинче пурнăçламалла.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика