Çулсем иртнĕ май час-часах пуçа юрăри сăмахсем кĕреççĕ: «Çамрăклăх, çамрăклăх, çамрăклăх, эс ăçта васкатăн-ши; Çамрăклăх, çамрăклăх, çамрăклăх, вăхăтна тăсаймăн-ши;» Эх, васкаса иртсе каять çав ырă та хаваслă вăхăт. Ăна нимĕнле те чарса лартма май çук.
Çамрăксен кунне халалланă уява пухăннисене район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн ертÿçи Наталья Игнатьева саламларĕ, пурне те ăнăçу, çитĕнÿ, хастарлăх сунчĕ.
Çамрăксен кунне халалласа районта ирттернĕ «Çамрăк сасăсем» фестивальте çамрăксем юрлама-ташлама питĕ ăста пулнине тепĕр хут курса тĕлĕнтĕм. Ывăнма пĕлмесĕр ирчченех савăнма хатĕр вĕт-ха вĕсем. Хĕрсемпе каччăсем илемлĕ кĕвĕ-юрăпа ташларĕç, конкурсантсене хыттăн алă çупса саламларĕç.
Районти фестивальте юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Вĕсене çамрăксем юрларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕç. Чуна пырса тивмелле юрлакансене итленĕ май жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Юрă ăстисем кĕввине кура тата еплерех хусканусем тăваççĕ;
«Çамрăк сасăсем» Гран-прине Кристина Егорова (ачасен ÿнер шкулĕ) тивĕçрĕ. Вокал ансамблĕ-сем хушшинче пĕрремĕш вырăнта – «Эдельвейс» ансамбль. «Соло-вокал» номинацире (вăл икĕ ушкăна пайланнă) 14-18 çулхисем хушшинче Анастасия Мердеева (ачасен ÿнер шкулĕ), Алена Стратилатова (Палтиел), Александра Измайлова (Карапай Шăмăршă), Мария Чамеева (Кивĕ Чукал), 18-35 çулхисенчен Ольга Муравьева (Виçпÿрт Шăмăршă) палăрчĕç. «Дуэт» номинацире Палтиел ял тăрăхĕнчи Алена Стратилатовапа Евгения Макарова çĕнтерчĕç. Мария Чамеевапа Мария Тридворнова (Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ) – иккĕмĕш, Лия Альдапа Рена Алеева (Палтиел ял тăрăхĕ) виççĕмĕш вырăнсенче.
Çавăн пекех уявра çамрăксене савăнтарма ачасен халăх «Антонина» ташă ушкăнĕ, Елена Воронцова, Татьяна Яковлева, Ольга Бибукова, Алина Петрова хутшăнчĕç.
А.МИХАЙЛОВ.