Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă пулăшу тÿлевĕсем улшăнаççĕ

29 июня 2013 г.

Чăваш Республикинчи Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа хваттерте пурăнакансен сивĕ тата вĕри шывпа усă курнăшăн тÿлемелли хакĕсем улшăнаççĕ.

Çĕнĕ нормативсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи май уйăхĕн 16-мĕшĕнчи (172-мĕш номер) постановленийĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Халĕ уйрăм çыннăн пĕтĕм çуртра усă курнă шывшăн тÿлемелле мар, çавна май хваттерсенче пурăнакансем июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса коммуналлă пулăшусемшĕн сахалрах укçа тÿлеме тытăнаççĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2011 çулхи май уйăхĕн 6-мĕшĕнчи (354-мĕш номер) постановленийĕпе килĕшÿл-лĕн кăçалхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлессине те улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ унчченхи пек кашни уйăхра приборсен кăтартăвне шута илмелле те мар. Ĕç тăваканăн приборсене 6 уйăхра пĕр хутчен анчах тĕрĕслеме ирĕк пур. Унччен вара çакна кашни 3 уйăхра тумалла пулнă. Çурта хутса ăшăтнăшăн пĕрле тÿлемелле, урăхла каласан, пурăнакан (пурăнман) пÿлĕмсемшĕн тата çуртри пĕрлехи тăкаксемшĕн тÿлессине уйăрмалла мар.

Çуртра коммуналлă пулăшупа усă курнин пĕтĕмĕшле тăкакĕсем нормативпа шутласа палăртнинчен ытларах пулмалла мар. Енчен те çак тăкаксем нормăпа палăртнинчен ытларах пулсан çуртра пурăнакансен пĕрлехи пухура кашни хваттерти пурăнакан (пурăнман) пÿлĕ-мсене пайласа пĕр пек тÿ- леме йышăну тумалла. Çакăн пек йышăну пулмасан ытлашши тăкака ĕç тăвакан хăй тÿлет.

Ĕç тăвакан организацин хăш хваттерте миçе çын (çав шута вăхăтлăх пурăнакансем те кĕреççĕ) пурăннине тĕрĕслеме ирĕк пур.

Çурта хутса ăшăтнăшăн, шывпа усă курнăшăн норматив тăрăх тÿлес тесен ятарлă приборсем лартмалла. Мĕншĕн тесен малашне шывшăн тата электроэнергишĕн тÿлессин коэффициенчĕсем тата ÿсеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика