Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу сана, ВЫПУСКНИК!

29 июня 2013 г.

Ăнăçу сана, ВЫПУСКНИК!

Районти шкулсенче шкултан вĕренсе тухакансен сыв пуллашу балĕсем иртрĕç. Ĕнерхи шкул ачисене паллама та çук: пĕри тепринчен илемлĕрех тумланнă, капăрланнă. Халĕ вĕсене çĕр-шывăн хăть те хăш кĕтесĕнче те хапăл туса кĕтсе илĕç. Вĕренес текенсем малалла вĕренме кайĕç, ĕçлес текенсене те никам та чармĕ, каччăсен вара ят тухсан салтак тумне те тăхăнма тивĕ. Ăçта пулсан та пирĕн вĕренекенсем хăйсене тивĕçлипе тытасса, хăйсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенĕсене асран кăлармасса, тăван шкулпа çыхăну татмасса шанас килет.

Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухакансене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев та пынă, выпускниксене ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем суннă.

Телейлĕ çул сире, выпускниксем!

Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕнче 2012-2013 çулсенчи вĕренÿ çулне пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестатлă çамрăксем – 94-ăн. Вĕсенчен 9-шĕ ылтăн, 6-шĕ кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Екатерина Фадеева, Линар Пелеев, Мария Семенова, Алина Харитонова, Лейла Гилемханова, Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Гузель Емдиханова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Александр Петров, Надежда Малеева, Кристина Савельева ылтăн медальсем илнĕ. Валентина Родионова, Анастасия Тинюкова, Лейсен Эметбаева (Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул), Айсулу Хакимова, Замире Вахитова (Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул), Юлия Купташкина (Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул) кĕмĕл медальсем илме тивĕç пулнă.

Хальхи вăхăтра районти выпускниксем аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсене, профессипе техника училищисене вĕренме кĕме хатĕрленеççĕ. Вĕсене пурне те ăнăçу, такăр çул сунатпăр.

С.ЮНУСОВА,

райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика