Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

29 июня 2013 г.

Шывăн турачĕ çук

ХĔВЕЛЛĔ те шăрăх кунсем çынсене кÿлĕсемпе пĕвесем патне туртаççĕ: кун пек чухне шывра чăмпăлтатнине мĕн çиттĕр; Ишме-чăмма юратакансем вара тепĕр чухне асăрханулăх пирки аса та илесшĕн мар. Çакă вара пысăк инкекпе – çын путса вилнипе вĕçленме пултарать. Хальлĕхе, телее, районта çакнашкал тĕслĕхсем пулмарĕç, ан та пулччĕр.

Шыва кĕрес умĕн çакна шута илмелле. Енчен те тарланă пулсан, малтан лайăх типĕнĕр. Шывăн турачĕ çук – вăл сăра-эрех ĕçнĕ çынсене те юратмасть.

Иккĕлентерекен пĕве-кÿлĕре те шыва кĕме ан васкăр. Вĕсенче, никам та тĕрĕслеменскерсенче, темĕн те пулма пултарать: йывăç тункатисем, тимĕр-тăмăр, кĕленче ванчăкĕсем. Пĕччен шыва кĕни те инкек патне илсе çитерĕ: путма пуçласан никам та çăлаймĕ.

Ачасене уйрăмах тимлĕхре тытмалла, вĕсене кÿлĕ-пĕве таврашне хăйсем тĕллĕн çеç ямалла мар. Вĕсем шыва кĕнĕ чух юнашар аслисем пулни вырăнлă.

Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыва кĕме мар, унран аякра пулма тăрăшăр. Мĕншĕн тесен шыв электричествăна хăй витĕр питĕ лайăх ярать. Электролини иртекен вырăнти шывра та хăрушă. Çавăн пекех кĕперсем айĕнче шыва кĕрессинчен те пăрăнмалла.

Кашнин пурнăçĕ – хăйĕн аллисенче. Апла пулсан асăрханулăх пирки нихăçан та манас марччĕ, çакăн пирки аслисен кĕçĕннисене аса илтерсех тăрасчĕ.

А.ЕЛИСЕЕВ,

район администрацийĕн социаллă программăсен секторĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика