Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сана, аннеçĕм!

29 июня 2013 г.

Тавах сана, аннеçĕм!

Аннепе (сăмах Ярăслав ялĕнче пурăнакан Валентина Михайловна Морозова ĕç ветеранĕ çинчен пырать. – Ред.) эпĕ ача чухне те, каярахпа та тем çинчен те калаçнă, анчах та унăн ачалăхĕ пирки нихăçан та сăмах хускатман. Сăлтав пулман-ши, вăтаннă-ши – калама пултараймастăп.

Июнь уйăхĕнче (2013 ç.) тăван яла пĕччен пурăнакан анне патне килсен çеç унăн ачалăхĕ çинчен ыйтса пĕлтĕм. Сăлтавĕ те тупăнчĕ. Шупашкарти мăнук (ăна хĕрĕм эпĕ çуралнă ял ячĕпе пĕр пекрех пултăр тесе Ярослав ят хунă) юмах вырăнне яланах «Расскажи про свое детство» тесе ыйтатчĕ. Йăлăхтарчĕ пулĕ манăн ачалăх мăнука, пĕррехинче вăл «А теперь расскажи про детство бабули Вали» тесе хучĕ. Ун чухне эпĕ сăнарлăнах каласа кăтартаймарăм... Çавăнпа та хальхинче, меллĕ самантпа усă курса, тĕплĕнрех пĕлес терĕм. Кайсан мăнука каласа парăп терĕм.

Манăн анне 1933-мĕш çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Патирек ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – Цыганов Михаил Яковлевич – таврари ăста тимĕрçĕ пулнă. Амăшĕ – Мария Петровна – уй-хирте ĕçленĕ. Ачалăхĕ аннен иртнĕ вăрçă çулĕсене килнĕ, çавăнпа та телейлĕ темех çук ăна.

«Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 1-мĕш класа кайрăм. Аттене, Сталина хирĕç агитаци тунă тесе, 5 çула хупнăччĕ (таса ятне 90-мĕш çулсенче тавăрнă. – Авт.). Анне 4 ачапа юлчĕ. Чĕчĕ ачи пур çĕртех конюхра ĕçлекен хĕрарăма Улатăра çити окоп чавма илсе кайрĕç. Репрессиленĕ арçынсен мăшăрĕсене хисеплеместчĕç вăл çулсенче. Ĕнене тете сăватчĕ, вăлах колхозăн лаша кĕтĕвне кĕтетчĕ. Шкулта вĕренме тетрадьсем çукчĕ, кивĕ кĕнекесенчи йĕркесем хушшине çыраттăмăрччĕ. Киле таврăнсан – уй-хире. Тăкăнса юлнă пучахсем, крахмал пухаттăмăрччĕ. Çиес килет-çке-ха.

Вăрçă чарăннине лайăх ас тăватăп. Эпир шкулĕпех Патирек урамĕсем тăрăх «Ура! Вăрçă чарăннă!" тесе кăшкăрса çÿрерĕмĕр», – терĕ анне куçĕсене шăлса.

Вăрçă хыççăнхи çулсем те тÿ- рех çăмăл пулман. Палтиелĕнчи 7 класлă шкулта вĕреннĕ вăхăтрах анне колхоз ĕçне хутшăннă.

«Пире, çамрăк хĕр упраçа, вăкăрсемпе Çĕнĕ Шăмăрша тырă вăрлăхĕ илме ячĕç. Таврăннă чухне Палтиел кĕперĕ тĕлĕнче ман лава туртса пыракан вăкăр шывшăн çуннипе тарăн çырмана вăшт çеç анса кайрĕ. Тилхепене туртса илме вăй çитмерĕ. Лав тÿ- нсе кайрĕ, михĕсем шывра, хăш-пĕринчен çыххисем салтăннипе вăрлăх юхса тухрĕ. Турра шĕкĕр, хам урапасем айне пулмарăм. Вăл вăхăтра ал-ура чĕрĕлсе юнланса пĕтнишĕн мар-ха, тырă тăкăннăшăн куляннă. Ара, виçи чакать-çке-ха. Май пур таран сапаланнă вăрлăха витресене пуçтарса, çÿп-çапран тасатса михĕсене тултартăмăр. Патиреке çитсен шар курни çинчен пуçлăхсене шарламарăмăр. Пĕлсен, хытах лектереççĕ. Телее, виçи те çитрĕ. Йĕпеннипе çухатнă вăрлăх пайĕн йывăрăшĕ ÿснĕ ĕнтĕ. Çакăн евĕрлĕ пăтăрмахсем татах та пулнă. Сахал мар хура-шур курнă вăл çулсенче», – каллех йĕпеннĕ куçĕсене шăлать анне.

Кукаçей ирĕке тухсан, тимĕ- рçĕре ĕçле пуçласан, пурнăç сыпăнса пыра пуçлать Цыгановсен çемйинче. Аннен тетĕшĕ, Санька кукка, хĕсметрен таврăнать, çĕвĕ машини илсе килет. Вăт çавăнпа çамрăкранах çĕлеме хăнăхать те анне. Çак ĕçе питĕ килĕштернипе тата çемйине пулăшу пултăр тесе 16-ри хĕр Шăмăршăра йĕркеленнĕ çĕвĕçсен артельне çул тытать. Пултарулăхне кура ăна тÿрех ĕçе илеççĕ.

19 тултарсан çамрăк хĕре хăйĕ-нпе пĕр çулхи Ярăслав каччи Василий Морозов куç хывать. Юратура тĕвĕленнĕ çемье виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерет, вĕрентсе кăларать, пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма пулăшать.

Эпĕ журналистикăна суйласа илтĕм. Чылай çул Чăвашрадиора, «Республика», «Аргументы и факты» хаçатсенче ĕçлерĕм. Халĕ Чăваш Республикинчи вĕренÿ институтĕнче тăрăшатăп. Йăмăкăм, Галя, Мускавра йăва çавăрчĕ, предприниматель. Валерий шăллăм Самар хулинче пурăнать, запасри подполковник. Тепĕр йăмăкăм Лена хăйне медицинăра тупрĕ, Шупашкарта пурăнать. Кĕçĕнни Василий шăллăм, вăхăтлăха Мурманск облаçне çемйипех куçса кайрĕ, унта ĕçлесе пурăнать.

Аттепе пĕрлешнĕ хыççăн анне артельте ĕçлеме пăрахать, анчах та çĕвĕç ĕçĕнчен ютшăнмасть. Тĕп ĕç вырăнĕ унăн – «Гвардеец» хуçалăх. 30 çул ытла тăрăшнă унта вăл. Малтанласа – уй-хирте, унтан – пахча çимĕç бригадинче, каярахпа фермăра (пăрусем пăхать).

Тĕлĕнетĕп эпĕ аннерен – ăçтан чăтăмлăх тупнă-ши çак пăхма черченкĕ хĕрарăм. Бригадирсем е ферма пуçлăхĕсем хушнă пĕр ĕçрен те ютшăнман вăл. Пире те, ачисене, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă: уй-хирте пĕрле çумланă та, çулнă та, шăварма та ирĕн-каçăн çÿренĕ, пуса та татнă, кантăр та вырса çапнă, пусапа кантăра шыва хутса-типĕтсе тылланă (сÿс тунă). Пурне те çырса та кăтартаймăн.

Пирĕн атте вара сортировкăра ĕçлетчĕ. Аннесен бригада çапса илнĕ кантăр вăррине çÿп-çапран тасатса паратчĕ. Ас тăватăп-ха, сортировкине пирĕн кил умнех лартатчĕ. Пĕтĕм ял ачи пуçтарăнатчĕ унта – ара, пирĕ-ншĕн кантăр вăрри паянхи ача-пăча килĕштерекен чипсынчен тутлăрах туйăннă пулĕ ун чухне.

Мăнкуна чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕрччĕ эпир. Анне уяв умĕн хăйĕн çĕвĕ машинипе пире çĕнĕ кĕпе-йĕм çĕлесе паратчĕ.

Кашнийĕн хăйĕн ашшĕ-амăшĕ хаклă, анчах та пирĕншĕн, пилĕк ачишĕн, хамăр АННЕ – чи лайăххи, чи хакли, чи ăшă чунли.

Аннен ĕçри çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕ çулсенче хуçалăх, район шайĕсенче панă хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем те нумай.

Парнисене те уяв сенче паман мар. Чи хакли уншăн «Ĕç ветеранĕ» медаль (1984 çулта панă). Тепĕр медаль те пур аннен– «Медаль метеринства». Пилĕк ача çуратса ÿстернĕшĕн тивĕçнĕ вăл ăна.

«Ман ачасен шăпи телейлĕ пулчĕ. Пурте аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илчĕç, пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç, ĕçрен писмерĕç. Çемьеллĕ, кашнинех икшер ача, пурĕ 14 мăнук. Пĕриншĕн те пите хĕретмерĕм. Çакă маншăн пысăк телей. Тата, Турра шĕкĕр, чирлекелесе тăратăп пулсан та ура çинче-ха. Çулла кунсерен пахчара тăрмăшатăп. Хĕл каçма кăçалтан ачасем патне каясшăн-ха – пурте хăйсем патне чĕнеççĕ», – килен-каянпа тăтăшах çапла сăмахлать анне.

Ял çынни юратать, хисеплет аннене. Ман шутпа, кăмăлĕ уçă пулнишĕн, çын хуйхи-суйхине ăнланма пултарнишĕн, пулăшма тăрăшнишĕн.

10 çул каялла аттепе аннен ылтăн туйне ял халăхĕпе пĕрле Культура керменĕнче савăнăçлăн паллă турăмăр. Аттесĕр юлсан чир-чĕр сахал мар лутăркарĕ аннене, çапах та Турă пулăшнипе, тухтăрсем тăрăшнипе 80 çулхи юбилейне те кĕтсе илет акă. Пирĕншĕн ку – пысăк телей!

Хаçата çырнипе усă курса, ун ачисемпе вĕсен çемйисен ячĕпе çапла каласшăн: Аннеçĕм, тавах сана пуриншĕн те – çуратнăшăн, çын тунăшăн, ăс-тăн панăшăн. Нумай çул пурăн! Турă вăй-хал, сывлăх патăрах сана!

Н.МОРОЗОВ,

«Халăх шкулĕ – Народная школа» журналăн

тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика