Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп сывлăх никĕсĕ

29 июня 2013 г.

Врач ĕçĕ – чи яваплисенчен пĕри. Пĕрлех – чи хисепли те. Чирлĕ çын сываласси, ура çине тăрасси врачăн професси ăсталăхĕнчен нумай килет. Пĕрлех – чун ăшшипе çепĕç чĕлхинчен те. Çак ырă енсене пĕрлештерсе чылай çул ăнăçлă ĕçлесе пыракансем – чăн-чăн профессионалсем. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕнчи С.Кудряшов та çак йыша кĕрет. Сергей Васильевич врач ĕçне пуçăннăранпа шăпах 40 çул çитрĕ.

Унăн тухтăр биографийĕ 1973 çулхи июнь уйăхĕнче, Хусанти медицина институтне пĕтернĕ хыççăн, Çĕрпÿ районĕ-нчи Уйкассинчи участок больницинче пуçланнă. Пурне те ырă сунакан, пациентсене яланах кăмăллăн йышăнакан çамрăк врача ял-йыш тÿрех килĕштернĕ. Ĕç опычĕ çулран-çул ÿссех пынă.

1976 çулта тăван яла – Пăчăрлă Пашьелне черетлĕ отпуска килсен В.Кудряшова парти райкомне чĕнтернĕ, хамăр района ĕçлеме куçма сĕннĕ. Çамрăк специалист килĕшнĕ.

Сергей Васильевич Пăчăрлă Пашьелĕ-нчи участок больницинче тĕп врач должноçне йышăннă. Сиплев ĕçне пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл.

Çав çулсенче районти ялсене асфальтлă çулсемпе çыхăнтарман пулнă-ха. Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапаллă тапхăрта ялсене тухса çÿреме – участок больници Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Асанкассинчи, Улмаллăри, Çĕнĕ тата Вырăс Чукалĕсенчи, Кивĕ Чукалти, Шамкайри ял çыннисен сывлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăнă – çав тери кансĕр пулнă. Инкек пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн тухтăр лашапа е тракторпа аякри ялсене çитсе миçе çынна тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панине, хăрушă вилĕм аллинчен туртса илнине никам та шутласа кăлараймĕ. Сывалнă хыççăн каллех ура çине тăрсан çынсем врача тата унăн ĕçтешĕсене куççуль витĕр тав тунă.

Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕнче С.Кудряшовпа юнашар Т.Матвеевапа Л.Елова медсестрасем, Л.Крикина лаборантка тата Е.Гордеева санитарка вăй хураççĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿллĕ медицина ĕçченĕсем те, санитарка та сиплев учрежденийĕнче чылай çул ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Шурă халатлă çынсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни сывлăх сыхлавĕнче ăнăçлă ĕçлесе пыма май парать.

Учрежденири медиксем Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси тата Улмаллă ялĕсенчи çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Вăраха кайнă чир-чĕрлисем – уйрăм учетра. Вĕсене çулталăкра икĕ хутчен тĕрĕслеççĕ, клиника анализĕсем илеççĕ.

Чирлисем стационарта кăнтăрлахи сиплевре пулаççĕ. Врач сиплев курсне çырса панă хыççăн медицина процедурисене çÿ- рекенсем те пур. Йывăр чирлесе ÿкнисене малтанхи пулăшу панă хыççăн вырăнти васкавлă пулăшу службипе çыхăнса район больницине ăсатаççĕ. Сиплев ĕçне яланах таса чунпа пурнăçлакан, чирлисен ыратăвне хăйсенни вырăнне хурса йышăнакан медицина ĕçченĕсене ялсенчи çынсем хисеплеççĕ, чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калаççĕ.

Йывăр та пархатарлă тивĕçе çулран-çул чăтăмлăн тата врач ăсталăхĕпе туса пынăшăн С.Кудряшова «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Тĕрлĕ çулсенче Сергей Васильевич ял тата район совечĕ-сен депутачĕ пулнă.

Сергей Васильевичăн мăшăрĕ те, Елена Анатольевна, медицина ĕçченĕ. Унăн ĕç стажĕ 38 çулпа танлашать.

Кудряшовсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл ÿс- терсе çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ, Таня, ашшĕ- пе амăшĕн çулĕпех кайнă. Вăл Шупашкар больницинче медсестрара вăй хурать, çемьеллĕ. Вăталлăхи, Саша, Канашра транспорт прокуратуринче прокурор çумĕ пулса ĕçлет, çемьеллĕ. Кĕçĕнни, Надежда, Шупашкарти перекет банкĕн экономисчĕ. Виççĕри Илюш мăнукĕ Кудряшовсене тулли савăнăç кÿрсе тăрать, сиплев ĕçĕнче чăтăмлăн ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват парать.

И.МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика