Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсен союзĕ – 90 çулта

29 июня 2013 г.

Журналистсен союзĕ – 90 çулта

2013 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ хăй 90 çул тултарнине паллă тăвать.

2008 çулта ЧР Журналистсен союзĕн комиссийĕ, документсене тĕпченĕ хыççăн, Чăваш Ен территорийĕнчи журналистсен пĕрремĕш союзне 1923 çулта йĕркеленине палăртрĕ. «Канаш» хаçат журналисчĕсем пуçарнипе 1923 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче июлĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта пичет ĕçченĕсен пухăвĕ пулнă, унта Писательсемпе журналистсен союзне туса хунă. Пухăва хутшăннисем союз Уставне йышăннă, ертсе пыракан органсене çирĕплетнĕ. Бюро председателĕ пулма ун чухнехи паллă патшалăх тата общество деятельне Даниил Элмень (Семенов) журналиста, яваплă секретаре – «Канаш» хаçат редакторне Николай Золотова суйланă.

1923 çул вĕçнелле пичетре ĕçлекен 40 çын ытла «Канаш» союзĕн членĕсем пулса тăнă. Етĕрнере, Канашра, Хĕрлĕ Чутайра, Кавалта пуçламăш организацисем йĕркеленнĕ. Союз ертÿçисем пуçарнипе Чăваш Енре «Сунтал» журнал (1924), «Капкăн» (1925), «Çамрăк хресчен» хаçат (1925) тухма пуçланă, радиопа чăваш передачисем (1925) янăрама тытăннă. Писательсемпе журналистсен «Канаш» союзĕ 1926 çулхи октябрьчченех активлă ĕçленĕ, унтан ун никĕсĕ çинче Чăваш пролетари писателĕсен ассоциацине çирĕплетнĕ. Республика журналисчĕсем хăйсен пултарулăх организацийĕсĕр тăрса юлнă. 1959 çулта союз çĕнĕрен йĕркеленнĕ, ун чухне СССР Журналисчĕсен союзĕн чăваш уйрăмне туса хунă.

2010 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче ЧР Журналисчĕсен союзĕн XVII съезчĕ пулнă. Унăн постановленийĕнче Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕпе 1923 çулта йĕркеленĕ Журналистсемпе писательсен «Канаш» союзĕ хушшинче тачă çыхăну пурри çинчен каланă 2010 çулхи августăн 27-мĕшĕнче ЧР Культура министерствин коллегийĕ те «Патшалăхăн массăллă информаци хатĕрĕсемпе «Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕ» обществăлла организацийĕ хушшинчи çыхăнусем çинчен» постановленийĕнче икĕ союзăн историлле çыхăнăвне çирĕплетнĕ: «Чăваш Ен Журналистсен союзĕ Раççей Журналисчĕсен союзĕн регионри организацийĕ шутланать. 1923 çулта йĕркеленĕ».

В.КОМИССАРОВ,

ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика