Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГОРОСКОП

29 июня 2013 г.

ГОРОСКОП

Июль, 1-7

Сурăх. Ĕç вырăнне улăштарма палăртнăччĕ-и; Эппин, тунти кун çакăн валли вăхăт уйăрăр, тĕрлĕ предприяти-организацие çитĕр. Хăвăра пĕрремĕш тĕл пулурах кăтартма тăрăшăр – сире лайăхрах ас туса юлĕç. Ĕçтешĕрсемпе чĕрре кĕме ан тăрăшăр, унсăрăн хутшăнусем арканĕç. Ку эрне – пĕлĕве тарăнлатмашкăн лайăх тапхăр, çавăнпа тĕрлĕ семинара хутшăнăр.

Вăкăр. Кăмăллă эрне. Пысăк должноç йышăнмасан та ертÿçĕ тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлама тивĕ. Ан шикленĕр: сирĕн сĕнĕве шута илĕç, никам та хирĕçлемĕ, эсир ыйтнине пурнăçлĕç. Эрне варринче пултарулăха аталантарма ăнтăлăр. Çемьери хутшăну, тăванĕсемпе ĕçтешсен хушшинчи çыхăну лайăхланнине ытлари кун туятăр.

Йĕкĕреш. Çул çÿрев хаваслă туйăмсем парнелĕ. Ахăртнех, çĕнĕ çынсемпе паллашатăр, вĕсемпе ĕçлĕ çирĕп хутшăнусем йĕркелетĕр. Эрне вĕçĕнче вăхăта ытларах çемьепе ирттерĕр. Вырсарни кун çут çанталăк лапамĕнче канни ытлашши пулмĕ, мĕншĕн тесен яланах ĕç çинчен шухăшламалла мар.

Рак. Пĕтĕмпех лайăх. савăнăçлă хыпар çине-çинех илтетĕр. Кĕсйĕре хулăнлатма май пулĕ. Анчах лартнă тĕллевсем патне епле çитмелли пирки тĕплĕн шухăшлăр. Çавăнпа хăвăрăн пуçарулăха уйрăмах ку эрнере кăтартма тăрăшăр. Тунти кун мĕн те пулин сĕнсен тÿрех хурав ан парăр – çăлтăрсем васкамалла маррине тата асăрханмаллине пĕлтереççĕ. Ĕçлĕ калаçусенче хăвăра çирĕп тытăр.

Арăслан. Эсир çăмăл машина туянасси çинчен тахçанах шухăшлатăр-и; Ку эрнере татăклă йышăну тума пултаратăр. Çăлтăрсем çапла систереççĕ. Пĕр асăрхаттару çеç: тунти кун пĕтĕм ĕçе пĕр харăс ан пуçăнăр. Çумри çынсен шухăшне пĕлни пăсмĕ. Шăмат кунхи ларă-тăру пурнăç çине урăхла пăхма хистĕ.

Хĕр. Ĕçлĕ калаçусемпе тĕл пулусем кансĕрлесен те кăмăлăра ан пăсăр, вăхăта интереслĕ ирттерме тăрăшăр. Мăшăрăрпа (савнийĕрпе) хирĕçнĕччĕ-и; Тархасшăн – çул уçă.

Тараса. Ĕçлĕ эрне. Кашни кунах çакăн прики пуç ватма тивĕ. Пĕр- пĕр ĕçе шухăшламасăр туни, укçа-тенке васкаса хывни пысăк тăкак кÿрĕç. Çавăнпа тар тăкса пухнă нухрата ют çынна париччен тĕплĕн шухăшлăр. Ытлари кунхи тĕл пулу, çул çÿрев, ытти вак- тĕвек вăхăта ирттерме пулăшĕç.

Скорпион. Çак эрнере ушкăнпа ĕçленĕ е мероприятисене хутшăннă чухне сирĕн кăмăл темшĕн пăсăлĕ. Хăвăр тĕллĕн тар тăкнă чухне çеç эсир аталаннине туятăр. Юн кун темĕнле хыпар илтетĕр, тен, почтальон тахçанах кĕтнĕ çырупа савăнтарĕ. Канмалли кунсенче лавккасене çÿрĕр.

УхăÇă. Зодиакăн çак паллин тапхăрĕнче çуралнисен чылай ыйтăва татса пама тивĕ. Çавăнпах- тăр эсир ĕç вырăнне улăштарасси пирки шухăшлатăр. Хăшĕ-пĕрин пурнăçне хăвăрăн хуравпа тĕпрен улăштарма пултаратăр. Çавăнпа çын ÿкĕтленине ан итлĕр, мĕнле шухăшлатăр - çапла тăвăр.

Ту качаки. Курăмлă улшăнусем пулмĕç. Çапах çăлтăрсем асăрхаттарнине шута илни пăсмĕ: савнă çыннăрпа хăвăрăн хушшăрти туйăмсем çинчен каярахпа калаçаятăр. Çивĕч ыйтусене татса памалли меслетсене тепĕр хут тишкерĕр. Çакă сире юратнă ĕç вырăнĕнче юлма май парĕ. Кăмăла кайман çынсемпе çыхăнăва татмалла.

Шыв тăкан. Юратнă çыннăр сирĕнтен уйрăлчĕ-и; Чĕрери сурана çĕнĕ юрату çеç сиплĕ. Ку çĕнĕ çухатуран, ултавран сыхлĕ. Çĕнĕ пĕлÿ илмешкĕн лайăх вăхăт. Çакăнпа усă курăр, хăвăра ыттисен умĕнче кăтартма пĕлĕр. Шăмат кун килте юсав ĕçне пуçăнма пултаратăр.

Пулăсем. Ахăртнех, пуçлăхăрпа калаçма тивĕ. Ан хăрăр, çакăн хыççăн вăл та, ĕçтешсем те сире ытларах хисеплеме тытăнĕç. Çапах ку эрнере сĕннĕ пысăк ĕçе сăмса чикмесен те юрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика