Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: сивĕ!

15 декабря 2012 г.

ЧĂВАШ Республикинчи гидрометеорологи тата тăван тавралăх мониторингĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре çанталăк хытах сивĕтет. Талăкри сывлăш температури климат норминчен 7 градус сивĕрех пулать.

Çавна май Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ синкерлĕ лару-тăру тухас, коммуналлă тытăмсенче, энерготытăм объекчĕсемпе линийĕсенче авари пулас хăрушлăх ÿснине палăртать. Халăх электричествăпа тивĕçтерекен тытăмпа ытлашшипех усă курнăран, юсавсăр кăмакапа, газ тата электрохатĕрсемпе ăшăнас тенĕрен техноген пушарсен шучĕ ÿсме пултарать. Ку прогноза муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем патне тата районсенчи дежурнăй-диспетчер службисене те çитернĕ. "Урамра вăрах вăхăт пулма ан тăрăшăр, ачăрсене куçран ан вĕçертĕр, вутпа асăрхануллă пулăр", – сĕнеççĕ çынсене çăлавçăсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика