15 декабря 2012 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем районта, республикăра, çĕр-шывра ирттерекен тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хастар хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреççĕ, хаклă парнесене тивĕçеççĕ. "Раççейри ял çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ" организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркеленĕ пултарулăх конкурсне те хастар хутшăннă çак шкул ачисем.
"Эпĕ тата манăн тĕнче" сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче "Зоокадрсем" номинацире 11 класра ăс пухакан Кристина Азюкова I степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
"Манăн юратнă килти ферма" конкурсăн "Социаллă пĕлтерĕшлĕ проект" номинацире 11 класри Анастасия Петькова палăрнă.
Конкурса хатĕрленме пулăшнăшăн Оксана Михайлова социаллă педагогпа çак йĕркесен авторне те Грамотăсемпе чысланă.